22 ноября 2008 г.
Ку эрне район спортсменĕсемшĕн хĕрÿ пулчĕ. Шел, ăмăртусем волейболистсемшĕн ăнăçлă иртеймерĕç. Вĕсем республика чемпионачĕн пĕрремĕш лигинче Шупашкарти «Лидера» 3:1 шутпа выляса янă. Çамрăк шахмат ăстисем Чăваш ен Президенчĕн Кубокĕшĕн пыракан турнирăн çурмафиналĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Шел, Хирпуçĕнчи Анатолий Мураткин, Калининăри Александр Афанасьевпа Катя Иванова тата Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти Алиса Владимирова финала лекеймен.
Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене вара çитекен пулман. Шкул ачисем хушшинчи XI спартакиада йĕркипе зонăра тупăшакансене ытларикун Вăрнарти физкультурăпа спорт комплексĕ йышăннă. Вăрнар кĕрешÿçисем Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Çĕмĕрле, Шупашкар районĕсенчи спортсменсемпе вăй виçнĕ.
Вăрнар район командинче – вуннăн ытла. Вĕсем – ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕн тата унăн Пăртасри тата Мăн Явăшри филиалĕсенче ăсталăха туптакансем: Иван Сладков, Дима Яковлев, Максим Федоров, Петр Квасов, Андрей Петров, Андрей Тимофеев, Дима Иванов, Николай Никифоров, Александр Колпаков, Юра Васильев, Виктор Павлов. Ытларахăшĕ федераци, тĕнче шайĕнче призерсен йышне кĕнĕ, Чăваш ен чемпионачĕсен пĕрре мар çĕнтерÿçисем.
Вăрнар кĕрешÿçисем хальхинче те ку тĕсре чи вăйлисем пулнине çирĕплетнĕ. Команда пĕрремĕш вырăн йышăннă. Шупашкар районĕнчи шкул ачисем – кĕмĕл призерсем.
Умра – финал. Унта зонăсенче çĕнтернĕ сакăр команда хутшăнĕ. Юрий Львов, Виталий Трофимов, Алексей Степанов, Андрей Воробьев, Андрей Павлов тренерсем çĕнтерÿ тума ăнтăлса хăйсен вĕренекенĕсене куллен кĕрешÿ вăрттăнлăхĕсене хăнăхтараççĕ.