22 ноября 2008 г.
Танюк аппа пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа самаях вăхăт иртрĕ. Унтанпа пурнăç та самаях улшăнчĕ, апла пулсан та унăн сăнарĕ паян кун та асăмрах. Танюк аппан мăшăрĕ вăрçă пуçламăшĕнчех Ленинград çывăхĕнчи çапăçура çухалнă, çапла икĕ хĕрача амăшĕ çамрăклах упăшкасăр тăрса юлнă. Мĕн çĕре кĕричченех Танюк аппа мăшăрне кĕтсе, «хыпарсăр çухалнă» тесе ĕнентерекен хута усрарĕ.
Тăлăха юлнă хĕрарăма пурнăçри йывăрлăхсем тÿсĕмлĕ пулма хăнăхтарнă ĕнтĕ, çавăнпа та вăл хапсăнакан путсĕрсене вăхăтра вырăна лартма пĕлетчĕ.
– Павлуш, хĕрсем ÿссе çитсенех сана кĕрÿ тăватăп-ха! – хулпуççинчен ĕçпе пиçĕхнĕ аллипе çапса илетчĕ. «Кĕрÿ пулсан кĕрекене ларсах хур тукмакки çитерĕп», – куçне хĕссе илетчĕ хăйне анкартине тракторпа суха туса пулăшсассăн.
Яштака та илемлĕ хĕрсем çитĕнтерчĕ вăл, ĕçре те, вĕренÿре те малти ретреччĕ вĕсем. Икĕ хĕрĕ те аслă шкул пĕтерсе тухтăр пулса тăчĕç. Эпĕ салтакра чухне пĕрне – çар офицерĕ, теприне прокурор арăм туса ялтан илсе тарчĕç. Мана вара нимĕнле хур тукмакки те лекмерĕ, Танюк аппан кĕрÿшĕ те пулаймарăм. Чăнахах та, «Çĕр çинче калта евĕр шăвакан, вĕçме пултараймастех!» Ĕмĕр трактор рулĕ умĕнчех иртрĕ: мĕн тĕрлĕ тусан çăтман, пылчăк çăрман пулĕ. Арăм та хамашкал ĕне ферминчен тухса кураймарĕ. Юрать-ха, колхозсем арканса юхăнса пĕтиччен пенси çине тухса, ветеран ячĕсене илсе юлма ĕлкĕртĕмĕр.
Халĕ колхоз ячĕ те çук, эпир вĕренсе тухнă механизаци училищине те хупрĕç. Юрать-ха, Мускав хулийĕ пур. Пĕр эртел пуçтарăнаççĕ те çил пек вĕçтереççĕ тĕп хуламăра – хура кăткăсем пек кун çути курмасăр ĕçлесе укçапа таврăнаççĕ. Хальхи каччăсене хĕр те кирлĕ мар, вĕсене кĕрÿ тума ĕмĕтленекен те çук.
Сăмах май, Танюк аппан кил-çурчĕ хăй вилнĕ хыççăн пĕчĕккĕнех ишĕлсе арканса пĕтрĕ, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем ăна пытарса кайрĕç те урăх яла ура ярса та пусман. Çакнашкал пушанса юлнă кил-çуртсем ял хушшинче туллиех, йăлтах вĕлтрен, хыт-хура ăшне путнă.
Аслă вăрçă пулман пулсан, тен, Танюк аппан пурнăçĕ те урăхла килсе тухатчĕ. Сахал мар хĕрарăм вăрçа пула çамрăклах тăлăха юлчĕ, ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсем пурнăçланаймарĕç. Тĕлĕнмелле, мĕнле чăтăмлăх, вăй-хал çитнĕ-ха ун чухне çак хĕрарăмсен; Уйĕ-уйĕпе тыр-пул ÿстернĕ, курăка йăлтах çаранра выртнă, тыр-пулне те çурлапа вырса капана хывнă, çырми-çатрине çавапа çулса выльăх апачĕ хатĕрленĕ, вăрманне те ĕçленĕ, Сура тăрăх траншейсем чавнă, Çĕнтерÿ кунне пĕр иккĕленмесĕр шанса кĕтнĕ. Çапăçу хирĕнче пуçне хунă салтак ячĕпе халĕ кашни ялтах палăксем пур. Ку паллах кирлĕ япала, вĕсене пирĕн яланах асра тытмалла. Çав вăхăтрах тылра Çĕнтерÿшĕн вăй-хал хывнă хĕрарăмсен ячĕсене те манăçа хăварма кирлĕ мар. Акă Танюк аппан сăнарĕ маншăн яланах асăмра. Унăн кĕрÿшĕ пулса, хур тукмакки çисе курайманшăн пăшăрханнипе мар, ун пек хĕрарăмсем ял пурнăçне арканса кайма памасăр, хăйсен хĕрхенмесĕр мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн тăрăшса ырми-канми вăй хунăшăн, пирĕн ăрăва Çĕнтерÿ кунне парнеленĕшĕн! Шел, вĕсем çинчен паянхи политиксем пачах та шутламаççĕ. Анчах кирек-мĕнле вăхăтра та пĕр хула та ялсăр пурăнаймасть. Çакна ăнланма тивĕçех ĕнтĕ.