22 ноября 2008 г.
Пĕрлехи информаци кунне Шупашкартан района килнĕ тăватă ушкăнран пĕрне ертсе пынă В.Андреев – «Чувашия» издательствăпа полиграфи комплексĕн генеральнăй директорĕн заместителĕ – район хаçачĕн редакцийĕнче тата типографире тимлекенсемпе, Вăрманкас тата Кĕперлĕ Кÿлхĕрри ялĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ.
Унпа пĕрле район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн ертÿçи И.Павлов, РФ Пенси фончĕн Чăваш енри управленийĕн Вăрнарти уйрăмĕн пай пуçлăхĕ И.Семенова, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ В.Николаев çÿрерĕç. Калаçу, тĕпрен илсен, республика тата район ÿсĕмĕсем, халăх пурнăçне малалла лайăхлатас тĕлĕшпе Раççей тата Чăваш ен правительствисен йышăнăвĕсем, пенсипе тивĕçтерес ĕçри çĕнĕлĕхсем пирки пычĕ.
Çынсем хăйсене хумхантаракан ыйтусем те чылай çĕклерĕç. Акă, Вăрманкас ял поселенийĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ П.Оськин культура çуртне тĕпрен юсама, пушă выртакан çĕрсемпе усă курма тытăнма кирлине палăртрĕ. Унччен «Самолет» колхозра бригадирта тăрăшнă М.Павлова хуçалăха тăнчах юхăнтарса панкрута кăларнăшăн, пĕрлехи вăйпа туса лартнă çуртсене пăсса кайнăшăн чунĕ ыратнине пĕлтерчĕ. Çакăншăн кама та пулин явап тыттарĕç-и, терĕ вăл.
Кĕперлĕ Кÿлхĕрринче пурăнакансем ку тăрăхри ялсене асфальтлă çулпа çыхăнтарса панăшăн район пуçлăхне тата республика Президентне чĕререн тав туни çинчен пĕлтерчĕç. Эпир хамăршăн тăрăшнине туятпăр, терĕç вĕсем, анчах тата хăш-пĕр ыйтусене татса пама пулăшу кирлĕ. Акă, Л.Баранова газовиксене газ баллонĕсене сутма ялсем тăрăх çÿреме ыйтрĕ. «Кунти ялсенчи ачасем Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренеççĕ, – терĕ вăл. – Вĕсен ирхине 4–5 сехетре вăранса поезд çине тухма хатĕрленме тивет, каçхине каллех поездпа таврăнаççĕ. Ачасене «ГАЗельпе» турттарма май çук-ши;» – Л.Ананьева, акă, чирлисене районти тĕп больницăра Пăртасра врач офисĕ пур тесе йышăнманни пăшăрхантарать. «Эпир çапла унталла-кунталла çÿренипе пĕр кун вырăнне виççĕ çухататпăр, – пĕлтерчĕ вăл. – Анализсем пама пурпĕр Вăрнара кайма тивет-çке». Е.Соловьева çул-йĕр ăстисем хăйсен сăмахне тытманнине пĕлтерчĕ – вĕсем хăйăр карьерĕ вырăнĕнче пĕве туса пама шантарнă пулнă-мĕн. Г.Ванина Вăрман Шăхалĕнчи кивĕ клуба юсама пулăшма, çакăн пек тĕлпулусене малашне вĕсен ялĕнче те ирттерме ыйтрĕ. Вăлах ял варринчи пĕве урлă каçса çÿреме питĕ кансĕр пулнине палăртрĕ.
Ĕçлĕ ушкăн тата ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕ, уйрăмах пĕлтерĕшлисене татса пама майсем тупма шантарчĕ.