Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнарта – сумлă делегаци

22 ноября 2008 г.

Ытларикун Шупашкар хули сумлă делегацие хапăлласах кĕтсе илчĕ. Хаклă хăнасем – «Россельхозцентр» патшалăх учрежденийĕн филиалĕсен ертÿçисем. Вĕсем çĕршыври агропромышленноç комплексне аталантарас тĕлĕшпе тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явма, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма 77 регионран килнĕ. Семинар-канашлăва хутшăнакансем юнкун ĕçлĕ çул çÿревпе Вăрнар районĕнче пулчĕç.

Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен ăс-тăна çивĕчлетме, шухăшлава аталантарма майсем çителĕклĕ-и; Хуравĕ ансат. Районта интернетпа çыхăннă 19 тĕслĕх библиотека ĕçлет. Хăнасем поселенисем хушшинчи районти тĕслĕх библиотекинче пулнă май кунта ял çыннисене тĕрлĕ информаци илме условисем çителĕклине курчĕç. Интернет пулăшнипе вĕсем хăвăртах Вăрнар енче çĕр лаптăкĕсем мĕн хак пулнине пĕлчĕç. Библиотека ĕçченĕсем «Россельхозцентр» патшалăх учрежденийĕн филиалĕсен ертÿçисен ытти ыйтăвне те тивĕçтерчĕç. Н.Лукина директор Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров, район пуçлăхĕ А.Кузьмин культурăна аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнине каларĕ.

Ăс-хакăл енчен кăна мар, ÿт-пÿ енчен те çирĕп пулмалла. Вăрнарти спорткомплекса та хăнасем çитсе курчĕç, пурлăх никĕсĕ çирĕппине палăртрĕç.

Малалла делегацин ĕçлĕ çул çÿревĕ «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче тăсăлчĕ. Логистика енĕпе тимлекен директорăн заместителĕ Д.Обухов, производство уйрăмĕн пуçлăхĕ Э.Васильев промышленноç предприятийĕн ĕçĕпе паллаштарчĕç. Хăнасем лабораторире, цехсенче пулнă май хими производствин сферинче çĕнĕ технологисемпе, хăватлă оборудованипе кăна усă курнине хăйсен куçĕпе курчĕç. «Август» фирмăн продукцийĕ пысăк пахалăхпа палăрса тăнине, хими препарачĕсем уй-хир культурисене тухăçлă çитĕнтерме пулăшнине «Россельхозцентрăн» филиалĕсен ертÿçисем кăмăлпах палăртрĕç. «Август» фирма пуртан ял хуçалăхĕ пурăнать», – терĕ хăнасенчен пĕри. Фирмăн суту-илÿ енĕпе ĕçлекен уйрăмăн пуçлăхĕ Д.Плишкин пестицидсене çывăхри ют çĕршывсенче хапăлласах туяннине каларĕ.

Çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенчен килнĕ хăнасене социаллă тивĕçтерÿсен управленийĕн пуçлăхĕ Е.Захаров Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн экспонатсемпе пуян музейĕпе паллаштарчĕ. «Вăрнарсене предприятин историйĕпе мăнаçланнишĕн, заводăн ят-сумлă ĕçченĕсене чыс-хисеп тунишĕн ырламалла», – пĕлтерчĕ Адыгея Республикинчи «Россельхозцентр» филиалĕн представителĕ Раиса Васильевна Журба.

Сумлă делегаципе Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕ В.Свешников та тĕл пулчĕ. Вăл «Август» фирма завода аталантарма юлашки çулсенче 1,5 миллиард тенкĕ хывнине пĕлтерчĕ. Ĕç курăмлă пулнишĕн ырă сăмахсем калакансем нумаййăн пулчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика