22 ноября 2008 г.
Юнкун информаци кунне хутшăнакансен пĕр ушкăнĕ Санарпуçĕнче, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пулчĕ. Ун йышĕнче – район пуçлăхĕ А.И.Кузьмин, ЧР шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ милици полковникĕ С.Н.Белоусов, шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ милици полковникĕ Ф.П.Тимофеев, Вăрнарта ĕçлекен банксен филиалĕсен, Пенси фончĕн районти уйрăмĕн, тĕп больница ертÿçисем.
Ĕçлĕ ушкăн Санарпуçĕнче районти ял-хула поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе, предприяти-организаци ертÿçисемпе, учительсемпе тата вĕренекенсемпе, ял çыннисемпе тĕл пулчĕ. Информаци кунĕн тĕллевĕсенчен пĕри РФ Президенчĕн Д.А.Медведевăн Çырăвне ăнлантарасси пулнă май унти тĕп шухăшсене сÿтсе яврĕç – тĕнче экономикине пăтратакан кăткăс лару-тăру тата вăл Раççейре мĕнле витĕм кÿни çинчен, Президент влаç тытăмне кĕртме сĕнекен улшăнусем тата ытти пирки калаçрĕç. Район пуçлăхĕ А.Кузьмин çĕр ĕçченĕсем ял хуçалăх çулне ăнăçлă вĕçленине, ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров та вăрнарсен ĕçне пысăк хак панине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех районти мĕнпур яла автомобиль çулĕсемпе çыхăнтарас тĕлĕшпе те планпа пăхнине пурнăçланă (темиçе çын пурăнакан ялсем пирки кăна ыйту тăрать). Умри тĕллевсем тата пысăк: килес çул Мăшăрлану керменĕ çемье çавăракансене йышăнĕ, Кĕçĕн Çавал çинчи плотинана хăпартассине хăвăртлатма та чылай укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă, Калинино салинчи чи кăткăс – тасатмалли сооруженисен – ыйтăвне татса памалла т.ыт.те.
«Республикăра преступность шайĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 15 процент чакрĕ. Сирĕн районта та çак туртăм палăрать. Çитĕнÿсем профилактика ĕçне аван ирттернипе çыхăнни куçкĕрет», – хăйĕн сăмахне кăтартусене пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ ЧР шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ милици полковникĕ С.Н.Белоусов. Чăн та, урамсенче тата обществăлла вырăнсенче преступленисем сахалрах çырăннă, çул çинчи инкексен шучĕ те чакнă (районта, шел те, ку кăтарту палăрмаллах ÿснĕ). Шупашкарăн тĕрлĕ кĕтесĕнче милиципе тÿреммĕн çыхăнмалли кнопкăсем вырнаçтарни те тÿпе хывнă: вĕсем пулăшнипе 15 преступление çийĕнчех уçса пама май килнĕ.
Районта та профилактика мероприятийĕсене çÿллĕ шайра йĕркелеççĕ, администрацисем çумĕнче профилактика канашĕсем эффективлă ĕçлеççĕ. Поселокра тата ялсенче юлашки икĕ çулта преступленисем сахалланнине пĕлтерчĕ шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ милици полковникĕ Ф.П.Тимофеев. Ĕçкĕпе алхасакансем, йĕплĕ карта леш енчен таврăннисем – уйрăм тимлĕхре. Районти çулсем çинче çынсем инкеке лексе вилнĕ тĕслĕхсем нумайланнăран халăхра ăнлантару ĕçне вăйлатнă, ГИБДД сотрудникĕсемсĕр пуçне çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине ытти службăна та явăçтарнă.
Ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ пухакан студентсем умĕнче тухса калаçнă май, йĕрке хуралçисем çула çитмен çамрăксем тăвакан преступленисем пирки сăмах хускатрĕç. Республикăра, акă, ют пурлăха çаратнă – кашни виççĕмĕш, çын вĕлернĕ кашни 5-мĕш тĕслĕх çамрăксем хутшăннипе пулса иртет. Ф.П.Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районта çула çитмен 80 çамрăка административлă явап тыттарнă, вĕсенчен виççĕшĕ – техникум студенчĕсем. Анчах хăть мĕнле киревсĕр ĕçшĕн те «тÿлев» кĕтет – çамрăксем суд тенкелĕ çине лараççĕ, хăйсен таса ятне варалаççĕ. Ун пеккисемшĕн вара кайран чылай çĕрте çул хупă, пурнăçра та çăмăл килмест. Йĕрке хуралçисем студентсене çирĕп тĕллевлĕ, дисциплинăллă, саккунсене пăхăнакан граждансем пулма сунчĕç.