19 ноября 2008 г.
Раççейре юлашки 10 çул хушшинче табак туса илесси тата унне усă курасси палăрмаллах ÿсрĕ. 2006 çулта кашни çын пуçне 100 пачка сигарет кăларнă. Кунта тин çуралнă ача та кĕрет. Пирус ытларах туртнине пула сывлăха хавшатса çĕре кĕрекенсем те сахал мар. Ÿссе çитĕнекен ачасем табак туртма вĕренни пăшăрхантарать. Эпир çынсен сывлăхне хавшатса пыратпăр, табак кăларакан пĕрлешÿсем вара тупăш илеççĕ.
Пуçласа çăвара пирус хыпакан çын кайран мĕн пулассине пĕлмест. Унăн сиенĕ те часах палăрмасть. Вунă çул иртсен сывлăш çулĕсем сиенленеççĕ. Бронхит, ÿпке шыççи палăрма пултарать. Калаçу çыхăнăвĕ сиенленет. Çирĕм çултан шыçă чирĕсем пуçланаççĕ.
Кунне пĕр пачка сигарет туртакан çулталăкра 300 рентген тунă евĕр радиаци илет. Пĕр пирусра 4000 хими элеменчĕ, хутăшĕ пур. Вĕсем организма сиен кÿреççĕ те ĕнтĕ.
Пирус туртманнисен туртаканнисенчен хÿтĕленмеллех. Сиенлĕ сывлăш сывласа илсе вĕсем те 70 процента яхăн чирлеме пултараççĕ. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕркине тытса пымаллах. Ăнлантару ĕçне вара больницăсенче, шкулсенче ытларах туса пымалла.
Пирус туртакан пур çын та никотин тыткăнĕнчен хăтăлма пултаратех. Çирĕп тĕллев тытни çеç кирлĕ. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене специалистсем те пулăшма пултараççĕ. Врач патне пымалла.
Табак çулçинче чи сиенлĕ алкаидсенчен пĕри – никотин – пур. Вăл ÿсентăранăн тымарĕнче пухăнать, унтан ытти пайсене, çав шутра çулçăсем çине те, куçать. Табакăн тĕрлĕ сорчĕсенче никотин 0,3-рен пуçласа 7 процент таран, йÿнĕ сортсенче – ытларах та. Туртнă чухне никотин организма лекет. 30–60 миллиграмм никотин çынна вĕлерет, 5–6 миллиграмм вăйлă наркăмăшлатать.
Никотин нерв системине аркатать, органсене сиенлет. Пĕчĕк дозăпа вăл нерв системине тапратса ярать, пысăк дозăпа хуçлатса лартать – çын сывлама пăрахать, чĕре чарăнса ларать.
Пирус туртни мода хыççăн кайни-ши е организм ыйтни; Шкул ачисем те туртнине курсан куçсене чарса пăрахма, тĕлĕннипе пĕççе шарт! çапма пăрахрăмăр ĕнтĕ. Обществăлла вырăнта аслисем кăна мар, çамрăксем те чĕлĕме пăравус пек мăкăрлантарнине курма тÿр килет. Чĕлĕм туртакансене курсан мĕнле шухăш çуралать-ха;
Г.Николаев, 52 çулта, Вăрнар:
– Чĕлĕм туртнин сиенĕ пирки илтмен мар, анчах та вăл инкек патне илсе çитернине хам çинче тÿсмесĕр темшĕн маларах ăнкарса илмен-çке. Çăмăлттайлăх мар-и; Арăм та, аннем те пĕрре мар вĕрентсе ятламан. Вунултă çултан пĕр чарăнмасăр паклаттартăм чĕлĕме... Инсульт пулнă хыççăн кăна тăна кĕтĕм. Çак усал йăлах сывлăха хавшатрĕ. Каярах пулин те туртма пăрахрăм. Халĕ эпĕ çулталăк ытла ĕнтĕ çăвара чĕлĕм хыпмастăп. Сывлама та çăмăл, пурнăç та илемлĕрех курăнать, укçа та перекетленет. Инкек килсе çапиччен пурне те çак сиенлĕ йăларан хăтăлма сĕнетĕп.
И.Макарова, 25 çулта:
– Вĕреннĕ чухне пĕр пÿлĕмре пурăнакан хĕр туртатчĕ. «Чунра йывăр чухне пулăшать», – тетчĕ. Сехет те иртмест – пирусне каллех чĕртсе яратчĕ. Сивлеместĕп, темшĕн килĕшетчĕ те. Чÿрече янаххи çине хăпарса ларатчĕ те васкамасăр ĕметчĕ çав наркăмăшлă япалана. Эпĕ те çăвара чиксе пăхнăччĕ чĕлĕме. Тÿрех чыхăнса кайрăм. Юрать-ха, сиенлĕ йăла манран вăйлăрах пулаймарĕ. Сывлăх маншăн яланах пĕрремĕш вырăнта.
Константин,48 çулта, шофер:
– Эпĕ пируса пĕрремĕш хут çăвара вун пилĕк çулта хыпрăм. Килĕшменрен тÿрех каялла сурса кăлартăм. Юлташсем тепĕр пирус тыттарчĕç. Пĕчĕккĕн чĕлĕм туртма хăнăхса пытăм... Сиенлĕ йăла тыткăнĕнче 33 çул ĕнтĕ. Юлашки икĕ çулта сывлăх хытах хавшарĕ. Эх, яш вăхăта каялла тавăрасчĕ! Интересшĕн те, туссене итлесе те чĕлĕме çăвара хыпмăттăм. Çичĕ виç те пĕрре кас тесе ахальтен каламан. Вăй, чăтăмлăх çитерсе çывăх вăхăтра туртма пăрахасшăн.
Алексей, 20 çулта, студент:
– Эпĕ çăвара пирус хыпма шутламасăп та. Мĕн ачаранах сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнатăп. Спортпа туслă. Хама ырă тĕслĕх кăтартакансене – аттепе пиччене – пысăк тав сăмахĕ калатăп. Мана уйрăмах пирус паклаттаракан хĕрсем шухăша яраççĕ. Вĕсем пулас амăшĕсем-çке. Тупа тăватăп: сывă пурнăç йĕркине пăхăнман хĕре эпĕ нихăçан та качча илмĕп.