08 ноября 2008 г.
Алексей Спиридонович Спиридонов Пăваялĕнче çуралса ÿснĕ, çартан таврăнсан Волонтерта тĕпленнĕ, халĕ Çарăклăра Виктор ывăлĕ патĕнче пурăнать. Сакăрвун виççе кайнăскер, тухсах çÿремест. Хăй вăхăтĕнче, çамрăк чухне, йĕлтĕрпе чупассипе ăна никам та хăваласа çитеймен, ят-сум илнĕ спортсмен пулнă. Сăмах май калас-тăк, Алексей Спиридоновичăн ывăлĕ те, мăнукĕсем те спортра пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă.
– Мана çуралсанах йĕлтĕр сыртарнă пуль, – шÿтлет А.Спиридонов. – Мĕн астăвасса, пĕрремĕш юр ÿксен йĕлтĕр çине тăнă та çурхи шыв тухичченех чупнă. Шкулти ăмăртусенче эпĕ хамран аслăраххисене те ирттермен.
Вăрçă умĕнхи çулсенчи каччăсемпе хĕрсем питĕ çивĕч те ĕçчен пулнă, нăйкăшман, йывăрлăхран-мĕнрен хăраман. Алексей Спиридоновичăн ашшĕпе амăшĕ те çирĕп сывлăхлă пулнă. Ашшĕ, Спиридон Ильич, сакăрвун саккăра кайса вилнĕ. Чăн та, вăл юлашки çулсенче суккăрланнă. Амăшне, Пăваяльне Пăртасран качча пынăскерне, Матрунь тесе чĕннĕ. Вăл сакăрвун виççĕрен иртсе çĕре кĕнĕ.
Питĕ хăюллă та маттур йĕкĕт пулса çитĕннĕ Алексей. Кĕçĕн Кипек шкулĕнче сакăр класс пĕтернĕ вăхăталла çĕршывра вăрçă кĕрленĕ ĕнтĕ. Вăйпитти арçынсем çапăçу хирне тухса кайнă. Колхозри пĕтĕм ĕç ачасемпе хĕрарăмсем тата ватăсем çине тиеннĕ. Вун улттăри Алексей Спиридонова ĕне фермин заведующине çирĕплетнĕ. Шаннă ĕçе чунтан парăнса пурнăçласа пынă вăл.
1943 çулхи кĕркунне вун çиччĕри Алексейăн та салтак ячĕ тухнă. Вăрнар, Калинино тата Элĕк районĕсенчи çĕршер-çĕршер тантăшĕпе пĕрле çар эшелонĕ ăна Инçет Хĕвелтухăçне, Хабаровск хулине, илсе çитернĕ. Тăван çĕршывăн кунти чиккисене уйрăмах çирĕп сыхламалла пулнă: Япони самурайĕсем те Совет Союзне вăрçăпа юнанă. Анăçра нимĕç фашисчĕсемпе юнлă çапăçусем пынă вăхăтра Тухăçра ирĕксĕрех миллионшар çынлă çар тытма лекнĕ.
Пăваяль каччи 47-мĕш бригадăн саперсен мотоинженери 26-мĕш уйрăм батальонне лекнĕ. «Палаткăсенче хĕл каçрăмăр, – аса илет ветеран. – Çăва тухсан çине тăрсах казармăсем туса хута ятăмăр». Кунсăр пуçне çамрăк салтаксене çар ĕçне тĕплĕ вĕрентнĕ.
1945 çулхи августăн 9-мĕшĕнче Совет Союзĕ Японие хирĕç вăрçă пуçланă. Пирĕн çарсем виçĕ эрнере яппунсене çапса аркатнă. Алексей Спиридонов аслă сержанта пĕр çапăçура ураран амантнă, апла пулин те вăл тăшмана хăвалама чарăнман. Паттăрлăх кăтартнăшăн командовани чăваш ачине «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе чысланă.
Япони самурайĕсене путлантарнă хыççăн пирĕн çарсене Сахалин утравĕ çине куçарнă. Утравăн кăнтăр пайĕнче хĕрĕх çул яппунсем хуçаланнă пулнă. Паллă ĕнтĕ, 1926 çулта çуралнисен çар хĕсметĕнче çичĕ çул тăма лекнĕ. Алексей Спиридонович вара салтакран 1956 çулта тин таврăннă. «Йĕлтĕрпе вăйлă чупнине пула ĕнтĕ çапла çарта чылайлăха юлма лекрĕ», – пĕлтерчĕ ветеран.
Вăрçă хыççăн совет салтакĕсене çар ĕçне çине тăрса вĕрентнĕ. Вĕсем спортăн тĕрлĕ енĕсемпе тупăшма та вăхăт тупнă. А.Спиридонов кунта та чаплă йĕлтĕрçĕ пулса тăнă. Вĕçĕмех ăмăртусене хутшăннă, ялан тенĕ пекех финиша пĕрремĕш çитнĕ. Чăваш каччи уйрăмах 30 тата 15 километра чупма юратнă. Çак дистанцисенче ăна çитекен пулман. Алексей Спиридонович архивĕнчи темĕн хулăнăш пухăннă дипломсемпе тата грамотăсемпе паллашатпăр. Акă, пĕри 18 километра чупса А.Спиридонов Инçет Хĕвелтухăç çар округĕн чемпионĕ ята çĕнсе илнине çирĕплетет. Тепĕр дипломĕ Сахалин облаçĕн командин йышĕнче тăваттăн 10-шар километра чупса пĕрремĕш пулнине ĕнентерет. Вуншар-вуншар пысăк ăмăртусене хутшăннă, кашнинчен тенĕ пекех чемпион пулса таврăннă.
– Тепĕр тесен, йĕлтĕрпе чупассипе чăваш ачисем пĕртте маххă паман, – тет Алексей Спиридонович. – Акă, хамăр районти Пăртасри Орлов Анатолий, Мăньял Хапăсри Николаев Павел тата Ершепуçĕнчи Смольников Вениамин питĕ вăйлă йĕлтĕрçĕсемччĕ. Вĕсем те тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшатчĕç, нихçан та намăс курман.
1950 çулта тантăшĕсем киле таврăннă, А.Спиридонов – рота старшини – çар хĕсметĕнче юлма кăмăл тунă. Ăна йĕлтĕр спорчĕн инструкторне çирĕплетнĕ. Çапла, тата ултă çула яхăн салтаксене физкультурăпа спорта юратма хăнăхтарнисĕр пуçне хăй те ăмăртусенче сахал мар тар тăкнă.
Çартан таврăнсан, Алексей Спиридонов Волонтер хĕрĕпе, Аврора Кирилловнăпа, паллашнă, кĕçех вĕсем çемье чăмăртанă. Ĕнерхи старшина коммунарсен ялĕнче пурăнма тытăннă. Колхоз правленийĕ Алексей Спиридоновича ĕне фермин заведующине лартнă. Ĕç кал-кал пынă. Ферма коллективĕ сĕт суса илессипе малтисен ретне тухнă, Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх выставкине хутшăнма тивĕçнĕ. А.Спиридонова выставка медалĕпе чысланă. Колхозра вăй хунă вăхăтрах Алексей Спиридонович йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсене хаваспах хутшăннă, çарти пекех çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ тунă. Çапла, А.Спиридонов биатлонист 20 километрлă дистанцире хамăр республика чемпионĕ пулса тăнă. Вăл çавăн пекех Совет Союзĕнчи вуншар хулара ирттернĕ пысăк ăмăртусенче тупăшнă, лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. «Тĕлĕнмелле, эпĕ тĕрлĕ шайри тупăшусенче пĕрре кăна мар чемпион пулнă, анчах мана тем сăлтавпа спорт мастерĕн кандидачĕ ята та пулин паман», – пăшăрханăвне пытармасть ветеран.
Пултаруллă спортсмена кĕçех пысăк ĕç шанаççĕ – вăл «Урожай» ирĕклĕ спорт обществăн районти канашне ертсе пыма тытăнать. Тăватă çула яхăн ялти спортсменсемпе ĕçлет. Вăрнарсем ăмăртусенче яланах малтисен ретĕнче пулнă. Çакна грамотăсемпе дипломсем те яр-уççăн çирĕплетеççĕ. 1965 çулта Алексей Спиридоновича «Урожай» ирĕклĕ спорт обществăн РСФСР Тĕп Канашĕн Хисеп грамотипе чысланă.
Паллă йĕлтĕрçĕ каярахпа пĕр вăхăт Шупашкар ГЭСне тунă çĕрте вăй хунă. Коммунизмла ĕç ударникĕ, ĕç ветеранĕ ятсене тивĕçнĕ.
Шел, Алексей Спиридоновичăн мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Халĕ, каларăмăр ĕнтĕ, ватлăх кунĕсене вăл Виктор ывăлĕ патĕнче ирттерет. Мăнукĕ, Тимур, спортра аслашшĕ пекех маттур, ăмăртусенчен яланах çĕнтерÿпе таврăнать.
– Çамрăксене манăн акă мĕн калас килет, – терĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕ. – Эрех-сăрапа ан иртĕхĕр, чĕлĕм ан туртăр, спортпа туслашăр. Çавăн чухне сывлăх та çирĕпленĕ, пурнăç та савăкрах пулĕ.