08 ноября 2008 г.
«Поэтăн пĕр сăвви те пулин асра юлсан, вăл вилсен те çухалмасть»,– тетчĕ Петр Алексеевич Тихонов-Ялкир. Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть пичетленсе тухнă пилĕк çĕр ытла страницăллă кĕнекере вара унăн халăхра анлăн сарăлнă сăвви-юррисем, поэмисемпе куçарăвĕсем, шÿчĕсемпе пьесисем çĕнĕрен кун çути курчĕç. «Суйласа илнисем» – çапла ят панă ăна пухса хатĕрлекенĕпе редакторĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петĕр Кузьмин-Çăлкуç поэт.
Умсăмахне çыраканни – пирĕн районта çуралса ÿснĕ пултаруллă сăвăç, филологи докторĕ Виталий Родионов профессор. «Петĕр Ялкир манăн пурнăçра, уйрăмах малтанхи тапхăрта, пысăк вырăн йышăнса тăрать, – палăртать вăл. – Эпĕ çитĕннĕ чухне вăл пирĕн районăн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçачĕн редакторĕччĕ, çавна май эпĕ сăвă-калав çырма пуçланинче унăн пайти те пур тесе шутлатăп».
Чылай çамрăка культурăпа литература ани çине илсе тухма пулăшакансенчен пĕри тесе калас килет Ялкир çинчен. Манăн «Хирте» ятлă пĕрремĕш сăвă та шкулта вĕреннĕ чухне район хаçатĕнче тухнăччĕ, каярахпа та вăл хĕтĕртсе тăнипе литература ĕçĕнчен пăрăнман. Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралнăскер, Ялкир хăйне Вăрнар çынни вырăннех хуратчĕ: кунти халăха ырлатчĕ, пирĕн ентешсене сăвви-юррисенче мухтатчĕ. Вăл ертсе пынă агитбригада концерчĕсене ачалăх çулĕсенче тырă вырнă вăхăтра та, пахча çимĕç туса илнĕ çĕрте те сахал мар курса киленнĕ. Александр Сергеев композиторпа пĕрле Вăрнар районĕнче «Чĕрере анне ялан» юрра иккĕшĕ мĕнле çырнине хам куçпа курни те, кайран ăна пĕрремĕш хут сцена çине кăларма хутшăнни те манăçа тухмасть.
Пĕррехинче çапла унпа пĕрле Хăмăша шкул ачисемпе тĕл пулма кайрăмăр, çумăр çунă пирки колхозăн машинăпа трактор паркĕпе утма тиврĕ. Кĕçех ăна водительсемпе трактористсем сырса илчĕç, Ялкир вара тÿрех хăйĕн «Хăмла пахчи» юррине юрласа ячĕ. Шкулта вара темиçе чĕлхепе сăвăсем вуланипе, юрăсем юрланипе тĕлĕнтерчĕ. Кăмпалта çуралса ÿснĕ Антип Николаев писателĕн юбилейне ирттерме Калининăри вăтам шкула çитсе килни те асрах. Çÿлерех асăннă кĕнекере вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене пĕрле кĕртни, чăнах та, ахальтен мар. Вăрçă участникĕсем пулнă май, вĕсем иккĕшĕ питĕ туслăччĕ, час-часах халăх умне тухса çÿретчĕç, çамрăксене çарпа патриотизмла воспитани пама хутшăнатчĕç. Хулана тухса килес умĕн те Ялкир пуçарнипе Нурăс çăви çине кĕрсе Антип Николаевичăн вилтăприйĕ çине чĕрĕ чечексем хунăччĕ.
Сăвăçăн ачисемпе мăнукĕсем те ырă ята тивĕç. Шăпах çывăх тăванĕсен укçи-тенкипе тухрĕ те ĕнтĕ асăннă кĕнеке. Ытларах Шупашкарти «Байконур» микрорайона çĕклекен Валериан ятлă ывăлĕ нумай тăрăшрĕ. Сăвăçа юлашки çула ăсатма та унăн хваттерĕнченех илсе тухнăччĕ. Владиславпа Валентина та аякра юлмарĕç. Çĕнĕ кĕнеке пуххи ашшĕн ятне тепĕр хут çĕклерĕ.
Çар ĕçне халĕ Ялкирăн харăсах темиçе мăнукĕ малалла тăсать. Владимир ятлă ывăлĕпе пĕр вăхăт хушши юнашар ĕçлеме тивнĕччĕ. Унччен вăл чикĕ хуралĕнче чылай тăнă, Афганистанра интернационаллă тивĕçне пурнăçланă, унăн çарти мухтавшăн орден та пур, медальсем те чылай. Казахстанран Шупашкара куçса килсен ашшĕ питĕ савăннăччĕ. Отставкăри полковник халĕ Мускавра пурăнать.
Ялкир пултарулăхĕнчи пархатарлă ĕçсене пĕтĕмлетекен кĕнеке икĕ пин экземплярпа тухрĕ, ăна вулакансем лайăх йышăнасса шанас килет.