Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

08 ноября 2008 г.

Милици ĕçченĕсем çĕршывра, республикăра тăнăçлăха, йĕркелĕхпе саккунлăха тивĕçтерес, граждансен прависемпе ирĕкне, сывлăхĕпе пурнăçне хÿтĕлес тĕлĕшпе сыхă тăраççĕ. Патшалăхри криминогенлă кăткăс лару-тăру пире, йĕрке хуралçисене, саккунсене пăсакансене хирĕç вирлĕ кĕрешме, оперативлă служба тивĕçĕсене пурнăçланă май çивĕчлĕх кăтартма, хăюлăхпа тата çирĕплĕхпе палăрма хистет.

Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн сотрудникĕсем те аслăрах ĕçтешĕсен паха опытне тĕпе хурса вĕсен ĕçне малалла тăсаççĕ, граждансен хÿтлĕхне тивĕçтерессипе çыхăннă задачăсене туллин пурнăçа кĕртеççĕ. Кашниех яваплăха туйса тимлет, хăй умĕнчи тĕллевсене уççăн курса тăрать. Районта преступленилле ĕçсен шучĕ сахалланни – киревсĕр ĕçсене асăрхаттарассипе, йĕркене пăснă тĕслĕхсене чакарассипе, обществăлла йĕркелĕхе сыхлассипе тата хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе туса ирттернĕ пысăк ĕçĕн, çирĕп мерăсен витĕмĕ.

Пурнăç условийĕсем япăххи, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни, пĕр-пĕрне ăмсанса хур тума тăрăшни тата ытти сăлтавсем çынсене киревсĕр çул çине тăратаççĕ. Çавăнпа та профилактика витĕмĕ вăйлă пулмалла. Преступлени хыççăн преступлени тăвакан çынна тÿрленме пулăшма йывăр, апла пулсан çынсем, уйрăмах ачасемпе çамрăксем, йĕплĕ карта леш енне илсе çитерме пултаракан çул çине тухассине чылай малтан асăрхаттармалла.

Шалти ĕçсен районти пайĕн коллективĕ профилактика мероприятийĕсене тĕплĕн, тĕллевлĕ ирттерет. Çавна пулах ĕçри ÿсĕмсем те курăмлă. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, кăçал 10 уйăхра районта преступленисен шучĕ 28,6 процент чакнă, 345 çырăннă.

Преступленисене вăраха ямасăр уçса парасси те пирĕншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ку кăтартăва, акă, кăçал пĕлтĕрхипе танлаштарсан 77,9 процентран 82,9-а çитертĕмĕр.

Чăнах та, милицире службăра тăрасси – кăткăс та яваплă ĕç. Милици сотрудникĕ – чыс-хисепе мала хунипе, хăйĕн тивĕçне пурнăçлассине пĕтĕм пурнăçне халалланипе ытти çынсемшĕн ырă тĕслĕх. Кунсерен хăрушлăха хире-хирĕç тухма, пурнăçа шеллемесĕр йĕрке хуралĕнче тăма тивет. Çавăнпа та çурăм хыçĕнче çемье тылĕ çирĕп пултăр, çывăх çынсем ăнланса, пулăшса пыччăр.

Çывхарса килекен профессиллĕ уяв – Милици кунĕ – ячĕпе мĕнпур сотрудника, милици ветеранĕсене пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, çирĕплĕхпе чăтăмлăх, иксĕлми вăй-хал сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика