08 ноября 2008 г.
Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш енре Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалланă уяв мероприятийĕсем иртнĕ. Ăна Раççейре 2005 çултанпа паллă тăваççĕ.
Шупашкар çыннисем виçĕ колоннăпа оркестрпа, ялавсемпе Союзсен çуртĕнчен, опера тата балет театрĕнчен, Я.Ухсай ячĕллĕ культура çуртĕнчен тытăнса тĕп хулан Хĕрлĕ лапамне çити утрĕç, унта вĕсем пĕрле Раççей Гимнне юрларĕç. Пухăннисене уяв ячĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ Михаил Михайловский, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов, Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Руслан Тихонов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Николай Емельянов, Раççей Геройĕ Евгений Борисов саламларĕç. «Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕ – историре йĕр хăварнă кун, Раççей çыннисемшĕн пысăк уяв. Пĕрлĕхре – пирĕн вăй», – палăртрĕ Михаил Михайловский. «Паян пурнăç общество тата патшалăх умне тĕрлĕ ыйту кăларса тăратать. Аслă ăрусен халалне пурнăçа кĕртсе эпир пĕрле пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерме, Чăваш енĕн вăйне упраса хăварма пултаратпăр. Хальхи ăрупа эпĕ мăнаçланатăп, вăл пирĕн пуласлăх пулнине ĕненетĕп», – тенĕ Евгений Борисов.
Тĕп хула çыннисене «Салют» культура çурчĕн, «Олимп» концерт залĕн пултарулăх ушкăнĕсем, «Классика» капелла, «Янташ» ансамбль юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Истори реконструкцийĕн «Кăйкăр çыранĕ» клубĕн членĕсем тухса калаçрĕç. «Мининпа Пожарский» театрализациленĕ спектакль кăтартрĕç.
Пĕтĕм Раççейри акци иртнĕ май 12 сехетре Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра чан сасси янăраса кайрĕ.
«Единая Россия» парти проекчĕсенчен пĕри – «Пĕрлĕхлĕ Раççей хулисен çĕнĕ çулĕсем». Ку проект йĕркипе ноябрĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта Машиностроени тăкăрлăкĕнчи çулăн çĕнĕ сыпăкне хута янă. Вăл çынсем пурăнакан микрорайонсене промышленность зонипе çыхăнтарĕ. Çакăнпа пĕрлех хулара 25-мĕш çĕнĕ автобус маршручĕ уçăлать. Асăннă çулăн пайне уçма партин Аслă канашĕн членĕсем, ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров, хула мэрĕ Н.И.Емельянов хутшăннă.