29 октября 2008 г.
Пасар кунĕнче Калинино çывăхĕнчи пĕр ялти пĕлĕшĕме тĕл пулнăччĕ.
– Кÿршĕ пирĕн сала пирки радиоэфирпа информаци тухнине каларĕ. Мĕн çинчен-ши, илтмен-и; – ыйтрĕ вăл.
– Эпĕ те илтмен – кил хушшинче ĕçленĕ те. Анчах район хаçатĕнче тăван тăрăх аталанăвĕ пирки тĕплĕн çырса кăтартнă. Кăсăкланан пулсан, вулаттарăп, – тавăртăм ăна.
Тепĕр тĕслĕх те илсе кăтартма пулать. Ялта нумаях пулмасть пурăнма пуçланă çамрăк арăм çăвĕпе хĕле хатĕрленсе банкăсемпе ĕçлерĕ. Кÿршĕри ватă хĕрарăм ыйтмасăр чăтаймарĕ: ăçтан-ха унăн çакнашкал консервлас ăсталăх; Иккен, çамрăкăн опыт та çук, пĕтĕмпех «Çĕнтерÿ çулĕнчи» рецепт-сĕнÿсемпе усă курать. Питĕ кăмăллă.
Чăн та, район хаçачĕ тĕрлĕ информаципе пуян. «Çĕнтерÿ çулĕ» тăрăх эпир районта, республикăра, çĕршывра пулса иртекен событисем çинчен пĕлетпĕр.
Шкул ачисемшĕн те вăл – вĕрентÿллĕ хаçат. Ытти вĕрентÿ учрежденийĕсем мĕн ĕçлени, тантăшĕсем мĕнпе кăсăкланни хăйсене те аталанма пулăшать-çке.
Интереслĕ калавсем, çĕнĕ сăвăсем, специалистсен канашĕсем... – пурте пур. Çитменнине статьясенчи сăнарсем – эпир паллаканнисем, вăл е ку ĕçпе палăрнисем. Тăтăш çырăнса илекенсемшĕн хаçат темрен те хаклă. Радиопа, сăмахран, хăш-пĕр информацие илтмесĕрех юлма пулать – яланах приемник çумĕнче лараймастăн-çке. Хаçат вара пур чухне те юнашар, хăвна меллĕ вăхăтра вулама, кирлĕ статьясемпе сĕнÿсене касса илме пултаратăн. Çавăн пек тус кашниннех пулмалла. Эппин, хăвăртрах «Çĕнтерÿ çулĕпе» туслашма тăрăш.