Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпей кĕртер мехпарка –Çулса тăкар çум курăка

29 октября 2008 г.

Усă курнă техникăна машина-трактор паркне мĕнле лартнине тĕрĕслекен комисси чылай ял хуçалăх организацине çитсе курчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен лару-тăру начарах маррине палăртмалла.

Акă тунтикун тĕрĕслев ушкăнĕ «Санары» агрофирмăра пулнă хыççăн кăмăллă юлчĕ. Хăватлă, çĕнĕ техника ангарсенче вырăн тупнă, ытти агрегата ирĕкре йĕркеллĕ вырнаçтарнă.

Хура кĕркунне уй-хир моторсен шавĕпе тулманни – лайăх пулăм. Апла хресчен усă курнă техникăна мехпарксене куçарнă. Аш-какай комбиначĕн «Искра» хушма хуçалăхĕнче те инженери-техника служби яваплă пулнине çирĕплетмелле. Кунта ял хуçалăх машинисене тасатса хĕл каçма лартнă. «Машина-тракторăн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Çавăнпа эпир техникăна типтерлĕн упрама тăрăшатпăр», – терĕ Вячеслав Денисов тĕп инженер.

«Родина» кооперативра техника нумай мар. Хальхинче ĕç хатĕрĕсене майлаштарса лартма мехел çитернех. Анчах та «Родник» агрофирмăра лару-тăру кăткăсрах. Люцерна вырман пирки комбайнсене кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра упрама лартман.

Смотр-конкурсăн йĕркипе килĕшÿллĕн машина-трактор паркĕсене тирпей-илем кĕртессине те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Шел те, чылай хуçалăхра, çав шутра ÿсĕмлĕ ĕçлекеннисенче те, çум курăк ашкăрать анчах. Хыт хура, мăян... тахçанах вăрă тăкнă ĕнтĕ. Çуркунне ав ешĕл «хунавсене» кĕтсех тăр... Нивушлĕ çум курăкпа кĕрешме нумай вăхăт кирлĕ; Ырă ята ярасран ĕçлекенĕн алла кĕреçе-çава тытмаллах, машина-трактор паркне тирпей-илем кĕртмеллех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика