Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЫННА ПУЛĂШНИ ПАРХАТАРЛĂ

22 октября 2008 г.

Упнерти Иван Макарович Макаров ятлă-сумлă çынсенчен пĕри. Çитмĕл тăваттăра вăл. Апла пулин те килте алă усса лармасть, яланах ĕçре. Иван Макарович лаша усрать. Çавăнпа кашни кунах кама та пулин пулăшать. Пĕрне Вăрнар больницине çитерсе ямалла, теприне лавккаран çăнăх е сахăр кÿрсе памалла т. ыт. те.

«Эпĕ вун тăваттăрах колхозра лашапа çÿреме пуçланă, – тет Иван Макарович. – Аслисемпе пĕрле вăрман турттарнă, фермăран уя тислĕк кăларнă, йĕтем çине çĕмелсем леçнĕ, пĕр сăмахпа, тĕрлĕ ĕç пурнăçланă».

Ят тухсан И.Макаров салтак тумне тăхăннă. Çар хĕсмечĕ Польшăра иртнĕ. Киле таврăнсан каллех колхоз ĕçне кÿлĕннĕ – фермăра вăй хума тытăннă. Кунтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Хыççăн колхоз саланичченех Иван Макарович бригадăра лашапа ĕçленĕ.

– Колхоз путланнă хыççăн вунпĕр килте лаша тытатчĕç, халĕ тăваттăн кăна юлчĕç, чылайăшĕ мотоблок туянса ячĕ, – пĕлтерет ветеран.

Ял урамĕсене пурне те асфальт сарайман-ха хальлĕхе, йĕпе-сапара е хĕллехи тапхăрта автомашинăсемпе кĕрсе тухма уйрăмах кансĕр. Лашапа вара кирек хăш урама та çитме меллĕ. Çавăнпа Иван Макаровичăн ĕç тупăнсах тăрать. Пулăшу ыйтма килекенсене пурне те тивĕçтерме тăрăшать. «Çынна пулăшни усал ĕç туни мар», – тет вăл.

И.Макаровăн тепĕр лайăх енĕ пирки те каламалла. Вăл çамрăксене чăвашсен авалхи ырă йăли-йĕркисемпе хаваспах паллаштарать, вĕсемпе кулленхи пурнăçра усă курма вĕрентет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика