Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватлăхра хисепе тивĕçеймерĕмĕр

22 октября 2008 г.

Асран кайми ачалăх. Хура-шурне те, йывăрлăхне те куртăмăр-çке çав вăхăтра. Лаша тивĕçменнипе кăмака хутса ăшăтмалăх вут-шанкă тиесе килеймен, хырăм тăранмалăх апат-çимĕç çиеймен, выльăх-чĕрлĕхне усрама утă-улăмĕ те сахал пулнă. Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усратăн пулсан, хĕрĕх килограмм аш, çĕр литр сĕт е çу, çĕр çăмарта патшалăха пама тивнĕ. Акман, сухаламан çĕр пайĕ хăварман-çке, килти выльăх-чĕрлĕхе ярт анкарти çĕрĕ çинче ÿсекен çаранпа усранă. Ун чухне талăкра 7 литр сĕт паракан ĕне чи ăратли шутланнă, 11 центнер тыр-пул пуçтарса илсен хуçалăх чи пуяннисен шутне кĕнĕ. Халĕ пăхатăн та, кирек-мĕнле вăхăтра та урамра халăх утать. Тахçан уй-хир ĕçĕ вăхăтĕнче урам хушшинче чăх-чĕп кăна утса савăннă, ял халăхĕ иртен пуçласа каçчен уй-хирте тĕрмешнĕ. Ĕç кунĕпе халăха нимĕн те тивĕçмен, йăлтах патшалăх валли ăсатнă: «Вăрçă хирĕнчи салтакпа станок умĕнчи рабочи выçă ан лартăр», – тенĕ. Юрать-ха, уй-хирте тăваткал, ут кăшкарĕ, сысна купарчи текен курăксем ÿсетчĕç тата тăвайкки айăккисенче «паранкă» текен чи пылак çимĕç шăтса тухатчĕ. Эпир вара калаксемпе чакалаттăмăр ăна. Тымарĕ тăрăх шăрçа пек ларса ÿсетчĕ вăл, фасоль пăрçи пысăкăш кăна хăй, тутипе калама çук пылакчĕ. Çутçанталăк хĕрхеннех пулĕ çав – вăрманти шĕшкĕлĕхре те мăйăр пулман çул килмен. Çавал шывĕнче пулă татăлма пĕлмен. Çавна пулах ачасем цингапа тата рахитпа чирлемен. Çĕрĕк çĕр улми крахмалĕнчен пĕçернĕ икерчĕ тутине те лайăх астăватăп. Çуркуннехи пылчăкра çăпатана сахал мар лартса хăварма тивнĕ вăл крахмалшăн.

Авăн çапнă вăхăтра кăнтăрла та, çĕрле те таврара молотилка сасси тăратчĕ. Эпир те пайтах улăм сĕтĕрнĕ ун патне. Пĕррехинче пĕрле ылмашса ĕçлекен ача çĕрле тарса çухалчĕ. Каярахпа шыраса тупрăмăр та – ыйха туртать кăна. Темле силлесен те вăранмасть. Тултартăмăр вара çăварне солидол, лешĕ вăранчĕ те пăрахрĕ утрĕ килелле. Смена пырса улăштариччен тепринпе иксĕмĕрех сĕтĕртĕмĕр улăма. Паян вара Пенси фондĕнче ларакан чиновниксене те, Думăра ларакан депутатсене те эпир çапла нушаланнине, пĕчĕклех йывăр ĕçе кÿлĕннине ĕнентерме йывăр. Архив мĕнле çунса кайнине пĕлместĕп, хам ĕçленине ĕнентерекенсене ĕненмерĕç, стажа 16 çултан тин йышăнчĕç – хăть ларса макăр. Эпĕ 16 çулта пÿрт-çурт тунă, капан хывнă, улăм ури купаланă, вăрман турттарнă. Акă трактор çуни лартса хăварнăшăн колхоз председателĕ 50 тенкĕ штраф пачĕ, Çтаппан пиччене коммунист тесе штрафĕ 100 тенке çитрĕ. Çапла эпĕ 16 çулхи комсомолец 50 тенкĕ штраф тÿлерĕм.

Мăшкăл мар-и-ха вăрçă вăхăтĕнче вăй хунă хĕрарăмсем паян чи пĕчĕк пенси илни; Тĕрĕссипе, вĕсен ячĕпе ылтăн палăк лартмалла...

Темĕнле пулсан та, ачалăхра нушаллă пурнăçпа ÿснисем хушшинче çын ретне тăрса ырă ят хăварнисен шучĕ паянхинчен ытларах. Паллах, пирĕн ăрăва çăмăл пулман, ытларах йывăр та хура ĕç тума тивнĕ, апла пулсан та вĕсем ырă ята ÿкерсе вараламан. Çавăнпа та эпир, çĕрĕк улма крахмалĕнчен пĕçернĕ икерчĕ çисе курнисем, ватлăхра хамăра хисеплеменшĕн пăшăрханмаллипех пăшăрханатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика