Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуран çÿрекенсем те правилăсене пăсаççĕ

22 октября 2008 г.

Кăçалхи 9 уйăхри кăтартусем савăнтармаççĕ: çак тапхăрта район территорийĕнче çул çинче 24 инкек пулса иртнĕ, вĕсенче 11 çын вилнĕ (пĕлтĕр – 8), 20-ĕн аманнă. Ку инкексен тĕп сăлтавĕ – водительсем тата çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнманни. Кăтартусене тишкерес-тĕк, çуран пыракансене автомашинăпа таптанă тĕслĕхсем ытларах çырăннă. Кăçалхи январь–сентябрь уйăхĕсенче çапла майпа 7 çын çине кĕрсе кайнă, вĕсенчен виççĕшĕ вилнĕ, тăваттăшĕн сывлăхĕсем сиенленнĕ. Сăмах май, çуран çÿрекенсем те правилăсене сĕмсĕррĕн пăсни тĕл пулать, нумай чухне – ÿсĕрле. Шел те, вĕсен йышĕнче хĕрарăмсем те пур.

Хисеплĕ çуран çÿрекенсем! Автомашинăсен шучĕ çулсеренех ÿссе пырать. Çавăнпа та çул çинче асăрханулăх çинчен ан манăр – транспорта тÿрех чарма май çук. Акă, водитель çул çинче пыракана таптас мар тесе машинăна чарма хăтланать, анчах вăл тротуар çине тухса кайнипе ним айăпсăр çынсем урапасем айне лекме пултараççĕ.

Асра тытăр: çул-йĕр правилисем кăткăс мар, вĕсене пурин те пăхăнмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика