Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂМĂЛ ĂШШИПЕ СИПЛЕÇÇĔ

25 октября 2008 г.

Кĕçĕн Кипекри фельдшерпа акушер пунктĕнче кун каçипех çын татăлмасть. Пĕчĕк ачаллă амăшĕсем, инвалидсемпе ватлăхри канăва тухнисем тăтăшах кĕре-кĕре тухаççĕ. Юлия Григорьевна Львова фельдшерица кашни çыннах вашават кĕтсе илет, унăн ыйтăвне васкавлăн тивĕçтерме пикенет.

– Мĕнле ăсталăхпа, вăй-халпа ĕçлесе çитерет-ши; – тĕлĕнетĕн унран. Чирлĕ çынсен нуши-асапне хăвăрт туйса илекенскерĕн кăмăл-туйăмĕ те ырă, чĕри те çепĕç, илĕртÿллĕ.

– Лиза аппа, сывлăху хавшарĕ-и; – ăслă куçĕпе йăвашшăн тинкерчĕ Юлия Григорьевна фельдшерица тин çеç кĕрсе тăнă кинемее.

– Мана, çемçешкене, кĕрхи сивĕсем те юрамарĕç пулас. Ÿсĕретĕп, пыр шыçрĕ, пуç çаврăнать, вăй çук, вăхăтăн-вăхăтăн куç хуралса килет, – хăйĕн чир-чĕрĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ ватă çын.

Фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Юлия Львова чирлĕ çынна тĕплĕн тĕрĕслерĕ, ÿпки мĕнле ĕçленине итлерĕ, чĕре пусăмне виçрĕ. Юлашкинчен чире мĕнле эмелсемпе сиплемеллине, ăна уколсем тума килне çÿрессине шантарчĕ.

– Тавтапуçах, Юлия Григорьевна, ялан сывлăхлă çÿре, нумай пурăн, – чĕре варринчи ăшă сăмахсемпе пуплет кинеми те.

Кунне миçе хутчен илтмест-ши çакăн пек тав сăмахĕсене фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ; Шутне те пĕлеймĕн. Çепĕç те илемлĕ, пуян та анлă чун-чĕрипе çынсене мĕнле те пулин ырă туса савăнтарасшăн вăл. Такам валли те çитекен чун ăшши пур иккен ун: пурне те чĕрĕлĕх, хĕрÿлĕх вăйĕ кĕртесшĕн.

Медицинăра вăй хураканăн ĕçне, пĕлтерĕшне, хăшĕ-пĕри, тен, çиелтен пăхса хаклама та пĕлеймĕ. Ман шутпа, унăн ĕçĕ ялти кашни çемьен, кашни çыннăн кулленхи пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Хăвăрах шутлăр-ха: енчен те сарăмсăр пĕр-пĕр чир çынна анратса хурсан, тÿрех вăл тухтăр патне васкать, унтан пулăшу ыйтать. Акă мĕншĕн Юлия Львова йывăр та яваплă ĕçне ял-йыш хисеплет, чĕри патне илет. Ку сăлтавсăр мар, фельдшерпа акушер пункчĕ халăх сывлăхне сыхă упраса тăрать. Çынсене медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатсах пырать. Ĕç калăпăшĕ вара самаях пысăк: Кĕçĕн Кипек, Мулакасси Мăрат, Çĕн Кипек ялĕсенче тăватçĕре яхăн хуçалăх шутланать, кунтах вăтам шкул, суту-илÿ учрежденийĕсем вырнаçнă. Вĕсенче пурăнакансен, вĕренекенсен, ĕçлекенсен сывлăхне тĕрĕслесех тăмалла, вăхăтра сиплев памалла, ялсенче тасалăхпа тирпейлĕхе лайăхлатмалла тата ытти те.

Фельдшерпа акушер пунктĕнче Р.Петрова санитаркăна та ырăпа асăнмалла. Вăл та чирлисемпе вашават, хăйĕн ĕçĕнче пултаруллă та ăста.

– Пире Кĕçĕн Кипекри фельдшерпа акушер пунктĕнчи сывлăх хуралçисем хăйсен кăмăл ăшшийĕпе те сиплев парса тăраççĕ, тавтапуç вĕсене уншăн, – теççĕ медицина пулăшăвне илекенсем.

Чăн та, сиплев ĕçĕнче ырă ят çĕнсе илнĕскерсем ку тăрăхра пурăнакансене чылай пулăшу парса сыватнă. Кăçал кăна 110 çынна тĕрлĕ енлĕ сиплев панă.

– Ырă ĕçсен çулталăкĕнче пĕчĕк ачасемпе ватлăхри канăва тухнисене тата инвалидсене медицина пулăшăвĕ парасси лайăхланчĕ, çавна май вилекенсен йышĕ чакрĕ, – çапла хак парать медицинăра ĕçлекенсене Кĕçĕн Кипекри хăй тытăмлăх органĕн пуçлăхĕ В.Верендеев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика