Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Магнитола вăрланă

25 октября 2008 г.

Урамра, çуртсем умĕнче лартса хăварнă машинăсем – вăрăсемшĕн чăн-чăн ырлăх. Октябрĕн 13-мĕшĕнче каçхине Вăрнарти Ленин урамĕнчи çурт çывăхĕнче хăварнă ГАЗ-3110 автомобиле те такам хăвăрт «куçласа» хунă. Ют пурлăха çаратас тĕллевлĕ çын нумай шухăшласа тăман, «Сони» автомагнитола кăларса илнĕ тата куртка вăрланă.

Октябрĕн 19-мĕшĕнче 21 сехет иртсен шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн «Шырав» ушкăнĕ поселокри А.Иванов урамĕнче çула çитмен çамрăксене – Вăрнарти пĕр вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ пухаканскерсене – тытса чарнă. Вĕсенчен пĕрин кĕсйинче кантăр шăршиллĕ ÿсен-тăран масси тултарнă тĕркем пулнă. Халĕ тупнă веществона мĕнрен тунине тĕрĕслеме ярса панă.

Октябрĕн 4-мĕшĕнче Вăрнарта ача-пăча площадки çывăхĕнче киревсĕр ĕç çырăннă. 15-ри çамрăк, шкулта вĕренекенскер, 12-ри арçын ачаран укçа хăратса илме хăтланнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика