15 октября 2008 г.
В.А.Сухомлинский педагог-новаторăн ĕçĕсем хăй вăхăтĕнче вĕрентÿ тытăмне калăпăшлă çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Учительсемпе воспитательсем кăна мар, ашшĕ-амăшĕсем те унăн кĕнекисенчен чылай сĕнÿ-канаш илнĕ. Паянхи кун вара В.А.Сухомлинский вĕрентĕвĕ актуаллă-и е унăн пĕлтерĕшĕ чакнă; Вăл сĕнекен педагогикăпа воспитани мелĕсем хальхи шкулта вырăнлă-и;
Çак тата ытти ыйту çине хурав тупас тĕллевпе Калининăри вăтам шкулта «Ырăлăх тата нравственноç урокĕсем» ятпа педагогика вулавĕсем иртнĕ. Ку мероприятие В.А.Сухомлинский çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă. Тĕп вулавçăсем – Калининăри шкулта тимлекен А.А.Максимова, Н.И.Кузьмина, Г.В.Ласкина учительсем – сумлă педагогăн ĕçĕсене туллин тишкернĕ, пухăннисене кăсăклă калаçăва явăçтарнă. Паллах, тĕрлĕ вĕрентекенĕн пĕр пек шухăш пулма пултараймасть. Пĕрисен шучĕпе, хальхи ачасем урăхларах, вĕсен интересĕсем те унчченхи пек мар, В.А.Сухомлинский меслечĕсемпе усă курса пур ача чунĕ патне те çул тупма май çук. Апла пулин те ыркăмăллăхпа нравственноç – обществăри тĕп хаклăхсем, çак шухăш питĕ аван курăнать В.А.Сухомлинский ĕçĕсенче. Ку хаклăхсем вара паянхи вĕрентÿ тытăмĕнче те пĕлтерĕшлĕ, уйрăм вырăн йышăнаççĕ. Çапла пĕтĕмлетÿ тунă педагогика вулавĕсене хутшăннисем.