Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медальсене тивĕçнĕ

15 октября 2008 г.

Октябрĕн 10–14-мĕшĕсенче Мускаври Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç промышленноçĕнче ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе «Ылтăн кĕркунне–2008» ярмарка иртнĕ. Унта Вăрнар районĕнчи ял хуçалăх продукцине туса илекенсемпе апат-çимĕç тирпейлекенсем те хутшăннă. Делегаци йышне Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, «Санары», «Кольцовка», «Мураты» агрофирмăсен, «Победа», К.Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино» хуçалăхсен ертÿçисем кĕнĕ: Ю.Попов, Р.Петров, В.Михайлов, Г.Спиридонов, А.Семенова, В.Шумилов, Г.Романов.

«Ылтăн кĕркуннере» «Тăван çĕр парнисем» конкурс иртнĕ. Унта Чăваш Республики пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Вăрнарти аш-какай комбинатне те – чыс та хисеп! Кăçал унăн курава тăратнă виçĕ продукцийĕ те призлă вырăнсене тивĕçнĕ: «Подмосковная» сервелат ылтăн, «Сергеевская» ветчина тата «Сливочная» пĕçернĕ кăлпасси бронза медальсем çĕнсе илнĕ. Саламлатпăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика