Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ аталанать

15 октября 2008 г.

Ял хуçалăхне 2008 – 2012 çулсенче аталантармалли Патшалăх программине пурнăçлассипе районта теветкеллĕн тимлени яр уççăнах курăнать. Кăçалхи тăхăр уйăхра, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансен ĕçĕ курăмлăрах пулнине палăртмалла.

– Мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче аш-пăш тата сĕт туса илесси 101,2 тата 102,7 процент ÿснĕ, – пĕлтерчĕ райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп зоотехникĕ Георгий Романов.

Аш туса илессипе уйрăмах килти хушма хуçалăх тытакансем ăнăçлă ĕçленĕ, плана 103,7 процент пурнăçланă. Ÿсĕм туни выльăхсен талăкри ÿт хушаслăхне ÿстерессипе тĕллевлĕн тимленипе те çыхăннă. Ку кăтарту ял хуçалăх организацийĕсенчи мăйракаллă шултра выльăхăн 517 грамм (иртнĕ çул – 508), сыснан – 372 (2007 çулта – 354). Сĕт туса илес тĕлĕшпе ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракансем ÿсĕм тунă. Ĕç кăтартăвĕ – 6358 тонна е 109,1 процент.

Паллах, ĕне хисепне тăхăр уйăхра тăватă процент ÿстернĕрен, вăтам сăвăма 2965 килограма çитернĕрен сĕт 2007 çулхинчен ытларах суса илнĕ. Тата ăратлăха лайăхлатассипе тимлени паха «çимĕç» парать. «Янгорчино» кооператив халăхран 119,8 тонна сĕт туянма пултарнă.

Сысна ĕрчетессипе тимлекенсен те ĕçĕ курăмлă. Мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче «чух-чухсене» 20508 пуç тытаççĕ, пĕлтĕр çак вăхăтра – 19695 пуç пулнă. Сысна ĕрчетессипе аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕсĕр пуçне «Кольцовка», «Живица» агрофирмăсем, «Луч» кооператив хытă тимлеççĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтра, сăмахран, аш-какай комбиначĕн 10956 пуç сысна пулнă пулсан 2008 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кăтарту ÿснĕ – 11168.

2009 çулта выльăх йышĕ тата ÿсессине райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕ çирĕплетет, мĕншĕн тесен ял хуçалăх предприятийĕсенче сыснасене, ĕнесемпе пушмак пăрусене ытларах чуптарнă тата пĕтĕлентернĕ.

Уйрăм хуçалăхсенче лаша ытларах усрама пуçларĕç пулсан ял хуçалăх предприятийĕсенче ут-урхамахсен шучĕ чакнă. Ахăртнех, кооператив-агрофирмăсенче çĕнĕ йышши техникăпа машина-трактор паркне пуянлатасси тĕп вырăнта тăрать. Тепĕр тесен РФ Ял хуçалăх министерстви кăçалхи çула ресурс перекетлемелли технологисене ĕçе кĕртмелли çулталăк тесе палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика