15 октября 2008 г.
Раççей Федерацийĕнче хĕç-пăшал çаврăнăшне тĕрĕслесе тăрасси шалти ĕçсен органĕсен тивĕçĕсен шутне кĕрет. Саккунсăр майпа хĕç-пăшал тытни, унпа усă курни пысăк хăрушлăхлă лару-тăру кăларса тăратма пултарнине шута илсе, тĕрлĕ тĕнсемпе хупланса террорла ĕçсемпе хăтланакансем обществăна пăтраштарма тăрăшнине кура хĕç-пăшал çаврăнăшĕн йĕркине ятарлă федераллă саккун йышăнса çирĕплетнĕ. Унта палăртнă тăрăх, шалти ĕçсен органĕсен тивĕçĕ – лицензи хатĕрлесе парасси, унăн срокне тăсассипе тата хĕç-пăшал тытма ирĕк парассипе çыхăннă ĕçсем, хĕç-пăшала кирлĕ пек упранине тĕрĕслесси, тĕрлĕ ыйтусемпе заявленисене пăхса тухасси тата ытти те.
Граждансен хĕç-пăшалĕ шутне çын хăйне хÿтĕлеме, спортра е сунарта усă курмаллисем кĕреççĕ. Вĕсем черетпе пеме юрăхлă пулмалла мар тата магазин калăпăшĕ 10 патронран сахалрах кирлĕ. Паллах, хĕç-пăшал туяниччен граждансен шалти ĕçсен районти пайĕнче ятарлă лицензи илмелле, кайран ăна икĕ эрне хушшинче кунтах регистрацилемелле. Хĕç-пăшала упрама, ăна пĕрле илсе çÿреме ирĕк паракан документăн ĕç вăхăчĕ – пилĕк çул. Ăна алла илме граждансен тивĕçлĕ документсем тăратмалла (кун пирки вырăнта ыйтса пĕлме пулать).
Уйрăм çынсен хĕç-пăшала килте упрамалли йĕрке пирки тĕплĕнрех асăнса хăварас килет. Саккун палăртнă условисене çирĕп пăхăнмалла: хĕç-пăшал çăрапа питĕрĕнекен сейфсенче е металл ещĕксенче, çирĕп те тÿсĕмлĕ материалтан тунă е тимĕрпе витнĕ йывăç ещĕксенче выртмалла. Сирĕн пĕр сăмахсăрах хăрушсăрлăха тивĕçтермелле, çавăн пекех урăх çынсен хĕç-пăшал патне пыма, ăна алла тытма ирĕк пулмалла мар. Шалти ĕçсен органĕн, сăмах май, хĕç-пăшал мĕнле условисенче упраннине хăть хăш вăхăтра тĕрĕслеме право пур. Енчен те пурăнмалли вырăна улăштаратăр пулсан, вăхăта тăсмасăр çакăн çинчен пирĕн пата килсе пĕлтермелле.
Хĕç-пăшал килте тытассипе çыхăннă тем тĕрлĕ ыйту та сиксе тухма пултарать. Акă унăн хуçи вилсе кайнă тейĕпĕр – тăванĕсен, çывăх çыннисен мĕн тумалла-ха; Ăнлантаратпăр: вилнĕ çыннăн еткерлĕхĕ çинчен ыйту татăличчен тата еткерçĕ лицензи иличчен, саккунпа килĕшÿллĕн, хĕç-пăшал шалти ĕçсен районти пайĕнче упранать, ăна килте тытма юрамасть, пĕр уйăх иртсе кайиччен килсе памалла.
Шалти ĕçсен районти пайĕнче учета тăратман, лицензисĕр хĕç-пăшала упрани е пĕрле илсе çÿрени – саккуна тÿрремĕн пăсни. Кунашкал тĕслĕхсем ырăпа вĕçленмеççĕ, йĕркене пăхăнманнисене тивĕçлĕ явап тыттаратпăр. Милици сотрудникĕсем хваттер-çуртсенче шырав е тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра тупнă пăшал-патроншăн хуçисем пĕр çын кăна мар суд тенкелĕ çине ларнă. Енчен те сирĕн тăван-пĕлĕшсенчен юлнă, юсав е ытти ĕç вăхăтĕнче тупăннă е Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи хĕç-пăшал тата çар хатĕрĕсем пур пулсан, вĕсене хăвăр ирĕкпе шалти ĕçсен районти пайне килсе пама сĕнетпĕр.