Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăртăва тухрĕç

15 октября 2008 г.

Сывă ача вĕренÿре те пысăк ÿсĕмсем тăвать, тантăшĕсем хушшинче хăйне хăюллăрах тытать, унăн интересĕсем те тĕрлĕ енлĕ. Сывлăх вара чи малтанах – спорт, физкультура, сывă пурнăç йĕрки. Çакна эпир яланах асра тытатпăр, ачасене вăй-хал енчен çирĕпленме, ÿт-пĕве тĕреклетме пĕтĕм май туса пама тăрăшатпăр. Калининăри вăтам шкулта, акă, спортăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе ăмăртусем, вăйăсем час-часах иртеççĕ. Хăйсен сывлăхне усă кÿнипе пĕрлех вĕренекенсем тăван шкул ят-сумне те çÿле çĕклеççĕ – районти ăмăртусенче те вĕсем яланах малтисен йышĕнче.

Нумаях пулмасть Калининăри шкул ачисем пурте туслăн «Ылтăн кĕркунне» кроса хутшăнчĕç – 1–11-мĕш классенче вĕренекенсем пĕтĕмпе 278 ача. Ăмăрту дистанцийĕсем иккĕ пулчĕç: кĕçĕн классенче пĕлÿ пухакансем – пĕр çухрăм, аслисем виçĕ çухрăм чупрĕç. Калас пулать, ăмăртуçăсем питĕ маттур тупăшрĕç, пурте лайăх вăхăт кăтартма тăрăшрĕç. 1-мĕш класра вĕренекенсем хушшинчи çĕнтерÿçĕсем, акă – Эдик Быковпа Даша Горбачева, 2 – 3 классенче чи маттуррисем – Дима Козловпа Лена Михайлова. 4 – 5-мĕш классенче пĕлÿ пухакансенчен хăйсен дистанцине чи малтан Саша Галкинпа Оксана Платонова чупса тухрĕç. 6 – 7-мĕш классенче вĕренекенсенчен чи хăвăрт чупакансем – Софрон Ржановпа Настя Петрова, 8 – 9-мĕш классем хушшинче Гриша Егоровпа Лена Иванова пулчĕç. Çавăн пекех 10 – 11-мĕш классенчи ачасенчен Федя Виноходовпа Надя Репина çĕнтерÿçĕсен ятне тивĕçрĕç.

Пĕтĕмĕшле командăсен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăнсем çапла пайланчĕç: кĕçĕннисен йышĕнче – 2 «а» класра, аслисенчен 7 «а» класра вĕренекенсем мала тухрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика