Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХРЕСЧЕН ХУÇАЛĂХĔСЕМ ТĔРЕКЛЕНЕÇÇĔ

11 октября 2008 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче хресчен хуçалăхĕсене малалла аталантарса пырас, вĕсене çăмăллăхлă кредитсем парас ыйтăва çĕкленĕччĕ. Юлашки вăхăтра Мăн Явăшри хăй тытăмлăх органне кĕрекен ялсенчи ĕç çыннисем, çăмăллатнă кредитсем илнĕ май, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларассине вăйлатас тĕллевпе тĕрлĕ йышши техника туянма тытăнчĕç.

Хăй тытăмлăх органне кĕрекен ялсенчи çынсем кăçалхи 9 уйăхра кăна 7 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредитсем илчĕç. Вĕсем çав укçа-тенкĕпе тĕрлĕ йышши ял хуçалăх техникине туянаççĕ. Сăмахран, Мăн Явăшри, Çăкаллă Явăшри тата Уйкас Явăшри хушма хуçалăх тытакансем мотоблоксене вуннă ытла туянчĕç. Халĕ ку ялсенче груз турттармалли автомашинăсемпе урапаллă тракторсене тата ытти йышши ял хуçалăх техникине туяннисен шучĕ çирĕмрен те иртрĕ.

Хресчен хуçалăхĕсем техника енчен тĕрекленсе пыни ял хуçалăх продукчĕсене ытларах туса илме май пачĕ. Çакă ял çыннисем кĕр кунĕсенче çĕршер тонна çĕр улми сутса пысăк тупăш илнинчен те яр уççăн курăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика