11 октября 2008 г.
Çак ыйтăва пасара килнисенчен тăтăшах илтетĕн. Пĕрисен пахча çимĕç, улма-çырла, сĕт-çу туянмалла. Теприсем ав ял хуçалăх продукцийĕ мĕн хак пулнипе кăсăкланаççĕ. Ара вĕсен те ытлашши тавара сутмалла-çке, çемье бюджетне пуянлатмалла.
Çуркунне ырхан пулсан кĕр мăнтăр çав. Кăçал чылайăшĕн пахчисенче çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, ыхра, пăрăç пысăк тухăç пачĕç, панулми-груша ăнса çитĕнчĕ.
– Кĕркунне тута пушă пулмасть, – терĕ пĕр кĕçнерникунхи пасарта улма-çимĕç сутакан Виталий Григорьевич Григорьев. – Акă пан улмине те, грушине те туянăр, хаклă ыйтмастăп. Ватă çынпа калаçнă хушăрах виçĕ çын пырса груша туянчĕ. Пĕр чашăк сĕтеклĕ çимĕçе пахчаçă 15 тенкĕпе сутать. Лавккаринчен чылай йÿнĕ ĕнтĕ. Хăв пурăнакан вырăнта çитĕнтернĕ пахча çимĕç, улма-çырла пахалăхлăрах та, экологи тĕлĕшĕнчен тасарах та.
«Вурнарыдорстрой» акционерсен уçă обществинче тимлекен Алексей Павлович Козловăн килти хушма хуçалăхĕ çирĕп пулни тÿрех курăнать. Поселокра пурăнаканскер выльăх-чĕрлĕхне те усрать, тĕрлĕ пахча çимĕç те ÿстерет. Ĕçчен çын кишĕре, сухана, хĕрлĕ кăшмана – 15 тенкĕпе, шăратнă çăва 100 тенкĕпе сутать. Хаксем Шупашкарти тĕп пасарти пекех. Бизнес ĕçне пултаракан çын темрен те укçа тума пĕлет. Акă Алексей Павлович выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ, пахча çимĕç анчах мар, юман, хурăн милĕкĕсем сутса та çемье бюджетне ÿстерме ăнкарать. Пĕр мăшăрĕ – 15 тенкĕ. «Укçа-тенкĕ алăра «выляса» тăтăр тесен ирхи шуçăм кăвакарма пуçласан ĕçе тытăнмалла та каçхи шуçăмччен канма пĕлмесĕр вăй хумалла», – сăпайлăн калаçать Алексей Козлов.
Пасарта тепĕр тăрăшуллă çынпа Алевтина Васильевна Леонтьевапа паллашрăм. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех 29-мĕш професси училищинче, ял хуçалăх техникумĕнче яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа вĕрентнĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та алă усса лармасть. Унăн Мăн Турханта пысăк пахча пур. «Улмуççи тураттисем пан улми нумайран авăнса тăратчĕç. Халĕ çимĕçсене татса ещĕке хутăмăр, – хыпарларĕ Алевтина Васильевна. – Ытлашшине сутма килтĕм». Чăп-чăмăр улмасен хакĕ – 15 тенкĕ.
Пĕр ырă кăмăллă кинемей тата мана чавсаран ярса тытсах: «Хĕрĕм, иртсе ан кай-ха. Панулмие 5 тенкĕпех парса яратăп», – терĕ. Килте те пурччĕ-ха, анчах ватă çыннăн кăмăлне хуçас темерĕм: сап-сарă антоновкăсене туянтăм.
Ял çыннисене продукцие вырнаçтарма çăмăлах мар. Пурте пасара килеймеççĕ, улми-çырлийĕ вара сутайманнипе çĕр çинчех çĕрсе выртать. Кайран çĕрĕк улмасене навус купи çине пеме тивет. Паллах, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем тĕллевлĕн ĕçлеме тытăнсан продукцие вырнаçтарма çăмăлрах пулĕ. Ĕçчен, хастар ял çыннине сĕт хакĕ 7 тенкĕ анчах пулни хытах пăшăрхантарать. Анчах мĕн тăван – сĕте ялах килсе пуçтараççĕ те ирĕксĕртен йÿнĕ хакпах парса яратăн. Пасарта сĕте 16 – 17 тенкĕпе сутма пулать-ха. Анчах та аякри ялсенчен пĕрмаях çÿрейместĕн çав. Çул укçине кăларас тесе хăшĕ-пĕри сĕт-çупа тăпăрча, пахча çимĕçпе улмине чылай илсе килме тăрăшать. Çĕклемĕ йывăр та – мĕн тăвăн. Укçи-тенки ачи-пăчине вĕрентме те сахал мар кирлĕ, кредитшăн та татăлмалла...
Маçак пулсан пыл та пулать теççĕ. Авруй ялĕнчи Леонид Петрович Степанов хурт-хăмăр тахçантанпах тытать. Унăн пылĕ питĕ пахалăхлă пулнине çынсем çирĕплетрĕç.