11 октября 2008 г.
Учитель ĕçĕ çăмăл мар. Вĕсем çине пысăк явап тиенет: çамрăк ăрăва тарăн та çирĕп пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине шанчăклăн тухма пулăшасси. Сывлăхлă, тĕреклĕ, пурнăçа юратакан, ашшĕ-амăшне, тăван халăхне хисеплекен, йывăрлăхсенчен, ĕçрен хăраман çамрăк ăру ÿстермелле. Ÿрĕк-сÿрĕк ĕçлекелесе пурăнни паянхи пурнăç таппине тивĕçтермест. Пире патриотсем, уй-хирте ĕçлекенсем питĕ кирлĕ, çавăнпа та ку енĕпе шкулсенче ытларах тимлемелле.
Хирпуç шкулĕнчен пирĕн алă витĕр çавăн пек çынсем нумай тухнă. Виçĕ тĕслĕх кăна илсе кăтартам. Акă Николай Алексеевич Семенов (тăпри çăмăл пултăр) йывăр вăхăтсенче Вăрнарти аш-какай комбинатне епле çĕклесе ячĕ, ЧР Президенчĕ ăна малалла туртакан тесе хакларĕ. Н.Семенов пуçарулăхĕпе «Санар» ятлă магазинсем Вăрнарта, Канашра, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта уçăлчĕç. Хăй шыва кĕрсе ишме вĕреннĕ, çуралса ÿснĕ тăван ялĕ витĕр юхса выртакан Санар юханшывне асран яман патриот!
Николай Тельманович Петров Вăрнарта такси службине йĕркелесе ячĕ. Ырми-канми ĕçлеççĕ мăшăрĕпе тата Майкл ывăлĕпе.
Вăрнар варринче кăçал суту-илÿпе кану центрĕ уçăлчĕ. Пĕве хĕрне анма чаплă картлашкасем тунă, уçăлса ларма çирĕп тенкелсем вырнаçтарнă. Çак центр хуçисем Юрий Кириллович Ивановпа унăн мăшăрĕ Людмила Геннадьевна. Иккĕшĕ те хирпуçсем, Хирпуç шкулĕнчен вĕренсе тухнă.
Суту-илÿ енĕпе ăнăçлă ĕçлекен Петровпа Иванов предпринимательсем тăван ялта халăха пысăк мероприятисем ирттерме яланах спонсорла пулăшу параççĕ.
Кăçалхи Учитель кунĕ питĕ асра юлчĕ. Районти культура çуртĕнче иртнĕ уявра сцена çине ĕçре палăрнă учительсене чĕнсе чысларĕç. Пирĕн шкултан Зоя Никифоровапа Валентина Феофанова та грамотăсем илчĕç.
Тепĕр хумхантаракан самант – районти учительсен династийĕн конкурсне хутшăннисене чыслани. Александровсем, Зайцевсем, Кирилловсем, Оськинсем, Феофановсем т. ыт. те сцена çине улăхса А.И.Кузьмин аллинчен Тав çырăвĕ тата парне илтĕмĕр. Тĕп хуларан килнĕ артистсен концертне пăхса савăнтăмăр. Уява йĕркелесе ирттерекенсене пысăк тав!