Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТŸЛЕВЕ ВĂХĂТРА ХЫВМАЛЛА

11 октября 2008 г.

2002 çулхи январьтен пенси тытăмне реформăлассипе пурнăçа кĕнĕ нормативлă документсем тĕпренех ĕç çыннисен малашнехи пурнăçне палăртассипе çыхăннă.

Шел, страховательсем (ĕç паракансем) пенсин обязательнăй страхованине пурнăçласси çине çиелтен пăхни те пулкалать. Нумай чухне вĕсем страхлакан тÿлеве Пенси фондне хывассинчен пăрăнаççĕ е ăна вăхăтран кая юлса е тата тулли мар тÿлеççĕ.

Раççей Пенси фончĕн Чăваш енри управленийĕн Вăрнар районĕнчи пайĕ çак çитменлĕхсене пĕтерессипе çине тăрса тимлет. Пенсин обязательнăй страхованин страхлакан тÿлевне вăхăтра хывманнисене комисси ларăвĕсене чĕнеççĕ. Çак кунсенче акă тÿлев дисциплинине пăхса тухма ларăва «Гвардеец» хуçалăхăн, Вăрнарти йывăç комбиначĕн, «Аник» тата «Хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ», «Ваш партнер» тулли мар яваплă обществăсен, «Вурнарский» тепловодоканал» ертÿçисене чĕннĕ. Каламалла, хăшĕ-пĕрисен тÿлев парăмĕ самаях çăмхаланнă. Ларăва хутшăннă май Раççей Пенси фончĕн Чăваш енри управленийĕн управляющийĕ Роза Кондратьева вĕсен ертÿçисене çирĕп асăрхаттарнă, тÿлев вăхăтне палăртнă.

Страхлакан взноссене тÿлеменни чи малтанах ĕç çыннисене пырса тивет, вăл пулас пенсин страхлакан стажĕ çине те, пенси виçи çине те витĕм кÿрет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика