Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекепе – Çĕнĕ çула

11 октября 2008 г.

Çĕнĕ 2009 çула кĕрес умĕн – кăçалхи декабрĕн 8 – 12-мĕшĕсенче – республикăра «Кĕнекепе – Çĕнĕ çула!» ачасемпе çамрăксен вулавĕн III фестивалĕ иртет. Ăна йĕркелессишĕн яваплисем – республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин ĕçченĕсем.

Фестиваль девизĕ – «Пĕтĕм çемьепе вулатпăр!» – хăех унăн тĕллевĕсене уççăн палăртать. Çемьесенче кĕнекене юратассине сыхласа хăварни ачасене те мĕн пĕчĕкрен вулава хăнăхтарать. Çавăнпа та фестивале йĕркелекенсем çемье вулавне çĕнĕ вăркăш кĕртсе çывăх çынсен ăс-хакăл пĕрлĕхне çирĕплетме условисем туса пама, çемьепе библиотека хутшăнăвĕ урлă ачасене кĕнекене юратма вĕрентме шухăш тытнă.

Фестиваль ĕçне, паллах, республикăри нихăш район та хутшăнмасăр юлмĕ. Унăн программи чăннипех те пуян пулĕ, çапах та ача-пăча писателĕсемпе, кĕнеке пичетлесе кăларакансемпе тĕл пулни тĕп вырăн йышăнĕ.

Шанатпăр, çамрăк вулавçăсем фестиваль йĕркипе иртекен ятарлă «Пĕрле вулама хаваслăрах» конкурса хапăлласа йышăнĕç. Унта виçĕ номинацире – «Пĕрле вулама хаваслăрах» видеороликсен, «Манăн çемьери чи юратнă кĕнеке» рекламăсен ăмăртăвĕсенче пултарулăха кăтартма, «Вулакан çемье – 2008» ята çĕнсе илессишĕн – тупăшма май пур. Конкурс октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен тăсăлать. Вăл ачасемпе çамрăксене кĕнекене хисеплеме вĕрентес тата вĕсен культура шайне хăпартас, библиотекăсен авторитетне ÿстерес тĕллевпе иртет, библиотекарьсене татах та активлăрах, пултаруллăрах ĕçлеме хавхалантарать.

Пĕлтерме кăмăллă, «Кĕнекепе – Çĕнĕ çула!» фестиваль проекчĕ Атăлçи федераллă округăн социаллă тата культура проекчĕсен «Çемье вучахĕ» конкурсĕн грантне çĕнсе илнĕ. Конкурс соучредителĕ – Серафим Соровский преподобнăйĕн ыркăмăллăх фончĕ – пулăшса пынипе фестиваль вулама юратакан çемьесемшĕн кăна мар, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн Çĕнĕ çулхи чăн-чăн парне пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика