11 октября 2008 г.
Федераллă, республика тата вырăнти бюджетсенчен пĕрлештерсе уйăрнă укçа-тенкĕ кăçал нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама пысăк пулăшу пачĕ. Хутса ăшăтмалли тапхăр тĕлне мĕнпур ĕç туллин вĕçленмен-ха, анчах та палăртнин сумлă пайне пурнăçланă.
Ĕçсен ытларах пайĕ Шупашкарти «Интех» наукăпа производство центрĕн Вăрнарти филиалĕ çине тиеннĕ. Çавăн пекех çурт тăррисене юсас, ăшă, шыв, канализаци системисене çĕнетес ĕçе субподряд организацийĕсене те явăçтарнă. Ку енĕпе С.Флегентов уйрăм предприниматель, йывăç комбиначĕ, «Вурнарыагрострой» ĕçченĕсем те сахал мар вăй хывнă тата хываççĕ.
Федераллă центрăн программипе кăçал, аса илтеретпĕр, тĕплĕ юсав планне поселокри 19, Калинино салинчи икĕ çурта кĕртнĕ. Вĕсем хĕле аран каçма пултарнисем. Паянхи куна Советски урамри 19-мĕш, Карл Маркс урамĕнчи 6- тата 53-мĕш çуртсенче мĕнпур ĕçсем вĕçленнĕ, сивĕ шыв тата ăшă учечĕн приборĕсене кăна вырнаçтармалла.
Палăртнă вуникĕ çуртăн тăррисене те çĕнĕрен витнĕ. Текех Ашмаров урамĕнчи 2- тата 3-мĕш, К.Маркс урамĕнчи 6-, Советски урамĕнчи 17- тата 19-мĕш, Иванов урамĕнчи 36-мĕш çуртсенче пурăнакансене шалкăм çумăрсем те хăратмĕç.
Тĕплĕ юсав программипе паянхи кун тĕлне ăшă системине 90 процент ытла çĕнетнĕ, 15795 метр çĕнĕ пăрăхсем хывнă. Ку ĕçсем Советски урамри 17-мĕш тата Ашмаров урамĕнчи 3-мĕш çуртсенче тĕппипе вĕçленмен-ха. Кунта пур чухне те коммунальщиксене айăплама çук – хăш-пĕр хваттер хуçисем килте пурăнманни, ытти регионсене тухса çÿрени ĕçе малалла куçма чарать те.
Аса илтерме – адреслă программа тăватă çула тăсăлать, ăна тĕпе хывса килес çул нумай хваттерлĕ 20 çуртра тĕплĕ юсав ирттерме палăртнă.