Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем – ĕçре пулăшу

11 октября 2008 г.

Пĕлтĕр Шупашкарта милиципе васкавлăн çыхăнмалли кнопкăсем ĕçлеме пуçланă – хулан тĕрлĕ кĕтесĕсенче пĕтĕмпе 26. Вĕсем пулăшнипе милици ĕçченĕсем сахал мар преступление çийĕнчех уçса пама пултарнă.

ГИБДД сотрудникĕсем, акă, видеокамерăсемпе, тĕрĕсрех каласан аппаратлă программăланакан комплекссемпе, эффективлă усă кураççĕ. Тĕп хуламăрта 5 стационарлă тата пĕр куçса çÿрекен комплекс ĕçлет. Вĕсем пĕр талăкра 4 пин ытла машинăна шута илме май параççĕ. Ку машинăсен хуçисем хушшинче штраф тÿлеме юратманнисем те тупăнаççĕ.

Çак çĕнĕлĕхсем – видеосăнав системине пуçарса ярас программăн пĕр пайĕ кăна-ха. Вăл тĕрлĕ предприятисемпе учрежденисене те пĕтĕçтерĕ. ЧР Шалти ĕçсен министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, çавăн пек 173 объектра 1963 камера вырнаçтарнă. Çапла майпа пĕтĕм информацие министерствăн дежурнăй чаçне çитерме, ун çумĕнче видеосистемăсен управленийĕн пĕрлĕхлĕ центрне туса хума палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика