Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çиçĕмле чупаççĕ,шашкăлла ăста выляççĕ

11 октября 2008 г.

Çитес çул Чăваш ен çав тери сумлă виçĕ мероприяти вырăнĕ пулса тăрĕ – çакна Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕ 2009 çул валли йышăннă стартсен календарĕнче çирĕплетнĕ. Июньте Шупашкар заливĕнче хăвăрт утакансем çĕршыв чемпионатĕнче тупăшĕç, уйăхран «Олимпийский» стадион Раççейри чи вăйлă çăмăл атлетсене пуçтарĕ. Октябрьте çурма марафон енĕпе Раççей чемпионачĕ иртĕ.

Çак ăмăртусем Вăрнар районĕнчен тухнă атлеткăсемшĕн те спортри çитĕнÿсене ÿстермелли тата çĕнетмелли чупусем пулĕç. Вĕсене пирĕн хĕрсем те хутшăнас шанăç пысăк. Иртнĕ канмалли кунсенче Оренбург хулинче кросс енĕпе иртнĕ Раççей первенствипе чемпионатĕнче акă Хурăнсур Çармăс хĕрĕ Е.Горбунова лайăх результат кăтартнă.

Чăваш енĕн пĕрлештернĕ команди 2–10 километрлă дистанцисенче ултă медаль çĕнсе илнĕ. Халĕ Шупашкарти олимп резервисен ятарлă спорт шкулĕнче вĕренекен Екатерина Горбунова юниорсем хушшинче 4 километра пуринчен малтан вĕçленĕ. Эстафетăра Е.Горбуноваран, Д.Головинран, И.Дмитриеваран тата С.Емельяновран тăракан пĕрлештернĕ команда тăватă километрлă дистанцие виççĕмĕш результатпа вĕçленĕ.

Шашка ăстисем те çак кунсенче ырă хыпарпа савăнтарчĕç. Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Майкл Петров (сăн ÿкерчĕкре) Адлер хулинче вырăс шашки енĕпе иртнĕ вунçиччĕмĕш тĕнче чемпионатĕнчен таврăннă. 1994–1995 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче вăл Чăваш енрен хутшăннă пĕртен-пĕр ача кăна. Результачĕ аван – 11-мĕш вырăн. Çак пысăк ăмăртура тупăшни ăна ÿсĕмсен çулĕ çине хăвăртрах çĕкленме пулăшĕ.

Тепĕр çамрăк шашка ăсти – Ирина Иванова – республикăн пĕрлештернĕ командипе Рязане тухса кайнă, унран та лайăх результатсем кĕтетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика