Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Машинăра çулăм тухрĕ пулсан

11 октября 2008 г.

Кăçал районта пулса иртнĕ пушарсенчен тăваттăшĕ – автомашинăсем çуннă тĕслĕхсем. Çавна май водительсене асăрхануллă пулма сĕнетпĕр.

Автомашинăра пĕлтерĕшлĕ виçĕ япала яланах ал айĕнче пулмалла: медицина аптечки, огнетушитель тата синтетика мар витти. Енчен те транспорт хатĕрĕ çунма пуçларĕ пулсан, ăна хăвăрттăн чарăр та двигателе сÿнтерĕр. Ун хыççăн машинăна тормоз çине лартса урапасене пÿлĕр, сигналсене çул çине кăларăр. Кам та пулин суранланнă-тăк медицина пулăшăвĕ чĕнмелле, пушар хуралĕн тата милици сотрудникĕсене хыпарлама манмалла мар. Бензин сăрхăннине çирĕп тĕрĕслемелле: сигарет е пĕчĕк чул катăкĕ сĕртĕнни те пушар кăларма пултарать.

Машинăра çулăм ялан тенĕ пекех мотор капочĕ айĕнче бензин парса тăракан трубопровод çурăлнăран, карбюраторта е газ баллонĕнче тивсе илнĕрен тухать. Мĕн тумалла-ха чи малтан; Пĕрремĕшĕнчен, ключа кăларса илсе контактсене уйăрмалла. Енчен те автомашина газпа ĕçлет-тĕк, топливо бакĕн икĕ клапанне хупăр. Çакăн хыççăн огнетушительпе çулăм никĕсĕ çине пĕрĕхтермелле, вăл çук-тăк хăйăрпа, çĕрпе, виттипе, тум-тирпе усă курма юрать. Автомобилĕн вут-çулăм ытамне лекнĕ пайĕсем çине пĕтĕм вăйпа шыв хутаççине пени те пулăшма пултарать.

Енчен те çулăм карбюраторта кăна пулсан, мотора чи пысăк çаврăнăшпа ĕçлеттерни те пушара сÿнтерме çителĕклĕ. Аманнисем пур-тăк, вĕсене хăрушсăр вырăна куçармалла. Вут-çулăм машинăн хыçалти пайне (унта бензобак вырнаçнă) çавăрса илсен, кунтан хăвăрт пăрахса каймалли кăна юлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика