Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн

11 октября 2008 г.

Хăрушсăрлăх ыйтăвĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Кашни çыннăн чрезвычайлă лару-тăрусенче хăйсене тĕрĕс тытма пĕлмелле, инкексене асăрхаттарассине яланах асра тытмалла. Чăнах та, ку ыйтăва патшалăх, республика шайĕнче тимлĕх уйăрни курăнать. РФ Правительствин йышăнăвĕсемпе тата ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, акă, сентябрĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 4-мĕшĕччен республикăра гражданла хÿтлĕх уйăхлăхне ирттернĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсем – хăрушсăрлăх йĕркине вĕрентмелли мелсене çĕнетесси, халăхра яваплăха ÿстересси, çитĕнекен ăрăва йывăр лару-тăрура хăйсене тата пĕр-пĕрне пулăшу пама хăнăхтарасси. Çавна май çак тапхăрта педагогсен канашлăвĕсенче, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче ачасем çул çинче, пушарсенче, шывра инкеке лекессине асăрхаттарассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă, ачасемпе тематикăллă занятисем йĕркеленĕ.

Ачасем шăрпăкпа вылянăран тухакан пушарсемпе кĕрешмелли уйăхлăх (сентябрĕн 1–30-мĕшĕсенче иртнĕ) йĕркипе те шкулсемпе ача сачĕсенче хăрушсăрлăх темипе калаçнă, диктант-сочиненисем çырнă, пушара хирĕçле пропаганда тата обществăлла çыхăнусен Центрне çитсе курнă. Вĕренекенсене вут-çулăма сÿнтермелли пĕрремĕшле хатĕрсемпе усă курма хăнăхтарассине те туллин пурнăçланă. Çавăн пекех инкек вăхăтĕнче çуртран тухмалли йĕркепе те тĕплĕн паллаштарнă, вĕренÿсем ирттернĕ.

Сентябрĕн 10-мĕшĕнчен октябрĕн 10-мĕшĕччен иртнĕ Раççей Федерацийĕн ачасен хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕн тĕллевĕсем те, тĕпрен илсен, çавнашкалах. Профилактика мероприятийĕсем каникул вăхăтĕнче тимлĕх пирки маннă ачасене шкулта е килте, транспортра е çул çинче хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма вĕрентессипе çыхăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика