08 октября 2008 г.
Пушарсем тĕлĕшпе кăçалхи тăхăр уйăхри лару-тăрăва тишкерес-тĕк, кăтартусем пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен аванрах пулни палăрать. Кăçалхи январь–сентябрь уйăхĕсенче районта пĕтĕмпе 31 хутчен вут-çулăм алхаснă (пĕлтĕр – 46), 750000 тенкĕлĕх пурлăхран кĕл купи кăна хăварнă. Шел пулин те, инкекре нумаях пулмасть пĕр çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, виççĕн аманса суранланнă. Сăмах май, вут-кăвар 32 çурт-хуралтăна, 4 автомашинăна, 7 тонна выльăх апатне тĕп тунă.
Иртнĕ çулхипе танлаштарсан пушарсен шучĕ ÿсни Упнер (5), Санарпуç (3, кунта пĕр çын вилнĕ), Çĕрпел (2), Ершепуç (1), ял поселенийĕсенче курăнать. Вăрнар хула поселенийĕнче вара чи нумай – 11 инкек – пулса иртнĕ. Асăнса хăвармалла, çулăм ытларах чухне граждансем тата должноçри çынсем пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнманнине пула асар-писер алхаснă. Вăрттăнлăх мар: алкогольлĕ шĕвексем ĕçни те чылай пушар сăлтавĕ пулнă. Сăмахран, сентябрĕн 22-мĕшĕнче Санарпуçĕнче ÿсĕрле сигарет туртнăран пĕр çын вилнĕ.
Кăçалхи тăхăр уйăхра патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕ 125 объекта тĕрĕсленĕ, 149 объектра планра пăхман тĕрĕслевсем ирттернĕ. Вĕсенчи лару-тăрăва кура прокуратурăна – 10, ял поселенийĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене – 35, предприяти ертÿçисене 25 информаци ярса панă. Çавăн пекех граждансене 35 хутчен пухнă, 26 рейд ирттернĕ, 11330 çынна пушар хăрушсăрлăх мерисене вĕрентнĕ. Йĕркене пăхăнманшăн, паллах, явап тытма тивет: патшалăх пушар асăрхавĕн уйрăмĕн сотрудникĕсем çак тапхăрта административлă 105 протокол çырнă, вĕсенчен 90-шĕ тăрăх 77,6 пин тенкĕлĕх штраф хунă.
Халĕ районта «Çурт-йĕр» профилактика операцине ирттернĕ май, пирĕн сотрудниксем ЧРО ВДПО, поселенисен администрацийĕсен представителĕсемпе, милицин участоксенчи оперуполномоченнăйĕсемпе поселокра та, ялсенче те уйрăм çурт-йĕр секторĕнче тĕрĕслевсем йĕркелеççĕ. Çапла майпа профилактика мероприятийĕсене туллин ирттерни, халăх хушшинче вĕренÿсемпе калаçусем йĕркелени хăрушсăрлăх тĕлĕшпе лару-тăрăва татах та лайăхлатма пулăшасса шанатпăр.