08 октября 2008 г.
Шăматкун, октябрĕн 4-мĕшĕнче, Кĕçĕн Кипек – Вăрнар автоçул çинче Кăмаш ялĕ çывăхĕнче инкек пулса иртнĕ. Ирхине 4 сехет те 30 минутсенче çак çулпа 22-ри М. ВАЗ – 2109 автомашинăпа пынă. Анчах çамрăк тем самантра руле тытса чарайман, кюветалла тухса çаврăнса ÿкнĕ. Ку авари уншăн ăнăçлă вĕçленмен, тĕрлĕ сурансемпе М.-на Вăрнарти тĕп больницăна ăсатнă.
Сентябрĕн 25-мĕшĕнче вара Вăрнар – Калинино автоçул çинче те çакăн евĕрлĕ инкек çырăннă. Кÿлхĕрри ялĕ çывăхĕнче 27-ри Л. (Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнаканскер) ВАЗ – 21703 «Лада – Приора» автомашинăпа кювета вĕçсе кайнă. Çак вăхăтра водитель ÿсĕр пулни паллă. Инкекре машинăра пĕрле пулнă пассажир И. (çав район çынниех) аманнă, ăна та хамăр районти тĕп больницăна леçнĕ.
Сентябрĕн 28-мĕшĕнче 21 сехет тĕлĕнче шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн «Шырав» ушкăнĕ Вăрнарти Ленин урамĕнче 15-ри З.-на тытса чарнă. Вăл 20 литр кĕрекен бензин тултарнă канистра йăтса пынă. Каярах палăртнă тăрăх, Вăрнар çамрăкĕ бензина поселокри Ж.Илюкин урамĕнче ларнă ВАЗ – 2107 автомашинăн бензобакĕнчен юхтарса илнĕ иккен.