Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧУН ХАВАЛНЕ – ЯЛ ХУÇАЛĂХНЕ

08 октября 2008 г.

Çавалкасри магазин сутуçи Алевтина Виссарионовна Николаева, çынсен нумай енлĕ ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес ĕмĕтпе пурăнаканскер, пĕр вырăнта 35 çул ĕçлет. Çак тапхăрта ял халăхне таварпа мĕн чухлĕ тивĕçтермен-ши вăл; Калăпăр, иртнĕ уйăхра унăн 250 пин тенкĕлĕх тавар сутмалла пулнă. Тăрăшуллă, вашаватлă сутуçă вара плана 280 пин тенкĕлĕх ирттерсе пурнăçланă.

– Халăха куллен кирлĕ таварпа вăхăтра тивĕçтерсе тăратăп, – хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма пикенчĕ Алевтина Виссарионовна. – Тавар туянакансемпе сăпайлă, вашаватлă пулни, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни пирĕн ĕçре тĕп вырăн йышăнать. Вăл е ку тавара сĕнме пĕлмелле. Çавăнпа тавар туянаканăн кăмăлĕ уçăлать, кирлĕ япалана хапăлласах туянать. Çавăнта пуль, тетĕп, тавар туянаканпа сутуçă хушшинчи туслăх кĕперĕ; Вăл çирĕп пулмасан пирĕн çири тум-тир те кивĕ пулĕччĕ, сĕтел те техĕмлĕ апат-çимĕçпе илĕртмĕччĕ...

Рынок тапхăрĕнче кирек мĕнле ÿсĕм те суту-илÿре ĕçлекенĕн çаврăнуçăлăхĕнчен, тăрăшулăхĕнчен, яваплăхĕнчен килет. Шăпах çакна тĕпе хурса ĕçлет те Алевтина Виссарионовна сутуçă. Унăн сыв пуллашу сăмахĕсем çакнашкал пулчĕç:

– Ырă ĕçсен çулталăкĕнче халăха куллен кирлĕ таварсемпе ытларах тивĕçтерсе тăрасчĕ, çынсен нумай енлĕ ыйтăвĕсене аякра тăратса хăварас марччĕ, вĕсене хирĕç пулăшу аллине вăхăтра тăсасчĕ.

Мĕнех, халăх умĕнче хисепе тухнă сутуçăна Ырă ĕçсен çулталăкĕнче çĕнĕ ÿсĕмсем тума вăй-халĕ çитсех пытăрччĕ. Вăл суту-илÿре чун хавалне парса ĕçлет, ял халăхне ырлăх кÿрет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика