08 октября 2008 г.

– Сирĕн ĕç-хĕл кăтăртăвĕсем курăмлă. Коллектив вĕсемпе тивĕçлипе мухтанма пултарать, – терĕ Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Владимир Матвеев эрнекун Вăрнарти 29-мĕш училищĕн 75 çулхи юбилейне хутшăннă май.
Уяв Николай Васильев директор училищĕн инноваци тапхăрĕнчи тĕп çул-йĕрĕсемпе паллаштарнинчен пуçланчĕ. Вĕсем, пĕтĕмĕшле илсен, вĕрентÿри тĕрлĕ программăсене пурнăçа кĕртнине, кадрсен вăйне ÿстернине, вĕренекенсен пур енлĕ аталанăвне çул панине çутатрĕç. Ял хуçалăх специальноçĕсем хатĕрлес ĕçре паян пысăк квалификациллĕ преподавательсемпе мастерсем тимлеççĕ. Вĕсем хушшинче Раççей Федерацийĕн пуçламăш професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем пиллĕкĕн, республикăн тава тивĕçлĕ учителĕсем тăваттăн, çиччĕн – аслă, вунпиллĕкĕн пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекенсем. Училище – республикăри суту-илÿпе промышленноç палатин членĕ, районти çирĕп хуçалăхсемпе, Чулхулари агрокомбинатсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Вĕрентÿпе техника базине çулсерен хăватлатса пырать.
Министр çумĕ Вăрнарти училищĕне малтисен йышне кĕртсе хаклани темрен те паха. Çакна вăл коллективăн ăс-хакăл вăйĕ çирĕп пулнипе, кунта тимлекенсем çĕннипе малашлăхлине хăвăрт алла илнипе çыхăнтарчĕ. Вăл е ку конкурсра çĕнтерни те çакнах çирĕплетмест-и; Владимир Васильевич республика вĕрентĕве аталантарассипе çĕнсе илекен укçа-тенкĕпе Чăваш енри чи лайăх вĕрентÿ учрежденийĕсене хавхалантарнине пĕлтерчĕ. Ку йышра Вăрнарти 29-мĕш училище те пур. Тăватă çул каялла акă вăл сумлă конкурсра çĕнтерсе пурлăх базине 10 миллион ытла тенкĕлĕх пуянлатнăччĕ.
– Сирĕн вĕренÿ заведенийĕнче тарăн шухăшлавлă, ĕçлеме пултаракан çынсем чылай. Вĕсен ĕçĕ лайăх кăтартусем парать. Пирĕн паянхи тĕп тĕллев – творчествăлла, пуçаруллă çынна аталантарасси. Вăл хăйĕн идейисене çĕнĕ технологисенче пурнăçа кĕрттĕр, тупăшаслăхпа палăртăр, – терĕ Владимир Матвеев.
Вĕрентÿ аталанăвне хывнă ĕçе пысăк хак панине, çавăн пекех ун малашнехи тÿпи тата сумлăрах пуласса ĕненнине пĕлтерсе вăл Чăваш ен вĕрентÿ министрĕн саламне вуласа пачĕ, модульлĕ технологисене ăнăçлă пурнăçа кĕртнĕшĕн, вĕренме, пултарулăха аталантарма условисем туса панăшăн училищĕне спорт оборудованийĕн комплекчĕ тивĕçнине ĕнентерекен сертификатпа чысларĕ. Вĕрентÿри тĕслĕхлĕ ĕçшĕн, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани панăшăн производство вĕрентĕвĕн мастерне Зоя Кузнецована «Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята илнипе саламларĕ, наградăна чыслăн тыттарчĕ. Уявра çавăн пекех Сергей Ведин «Раççей Федерацийĕн пуçламăш професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăна, Рюрик Николаев Раççей вĕрентÿпе наука министерствин, Михаил Христофоров Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.
Юбилей ытти ырă самантпа та асра юлчĕ. Ун тĕлне училище умĕнче акă шăнкăравлă шыв сассипе фонтан ĕçлеме пуçларĕ. Ку вăл – вĕренекенсем юратнă вĕренÿ заведенийĕн инфраструктурине аталантарассипе хатĕрленĕ проект пурнăçланăвĕ. «Санары» тата «Гвардеец» хуçалăх ертÿçисем Роберт Петров тата Вениамин Федоров тата ытти шанчăклă партнерсем училищĕпе çыхăнса ĕçлени икĕ ене те аталану çулĕпе çирĕп утма пулăшнине палăртрĕç. Юля Кондратьева вĕренекен мĕнпур хăнана училище историн старницисемпе экскурсие «илсе тухрĕ». Вĕрентÿ ветеранĕсем, преподавательсемпе мастерсем кашни тапхăра кăмăлпа тишкерчĕç. Районти культура çурчĕн артисчĕсем вара уява савăнăç кÿчĕç.