Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр çинче тăрăшаканăн ĕçĕ чи хисепли

08 октября 2008 г.

Октябрĕн 12-мĕшĕнче Раççейре ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă тăваççĕ. Чăваш Республикинче çак професси уявне вара уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен ирттереççĕ. Çĕршывăн тĕп аграри банкĕн ертÿçи Юрий Трушин Раççей ялĕн хальхи вăхăтри пурнăçĕ тата малашлăхĕ пирки мĕн шухăшлать;

– Юрий Владимирович, агропромышленноç комплексне кредит парса пулăшма патшалăх сакăр çул каялла Раççей ял хуçалăх банкне йĕркеленĕ. Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен професси уявне мĕнле ĕç кăтартăвĕсемпе кĕтсе илетĕр;

– 8 çул хушшинче банк мĕн пур тытăмри ял хуçалăх таварне туса илекенсене – çĕр ĕçченĕсенчен тытăнса пăлан ĕрчетекенсем таран – пулăшу пачĕ. Банк арсеналĕнче кредитпа тивĕçтерме пулăшакан 30 программа. Патшалăх пулăшăвне пулă ĕрчетекен хуçалăхсем те илеççĕ. Вăрман хуçалăхне аталантарма та кредит уйăрма пуçлатпăр.

Çак вăхăт тĕлне эпир аграри сферине 750 миллиард тенкĕ ытла хыврăмăр. Сумма пĕчĕк мар. Пĕр ÿстермесĕрех калама пулать: банк ял хуçалăх отрасльне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнăран ĕç кăтартăвĕсем ÿссе пыраççĕ.

– Раççей ял хуçалăх банкĕ мĕнле кредитсемпе тивĕçтерет;

– Банкран илнĕ укçа-тенкĕпе çураки ирттерме, ял хуçалăх культурисене пухса кĕртме, ял хуçалăх техники туянма, выльăх-чĕрлĕх комплексĕсене çĕклеме е реконструкцилеме пулать. Тата ялта пурăнакансем хăтлă çурт-йĕр çавăрма, хăйсен ачисене тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илме пулăшма пултараççĕ...

– Раççей ял хуçалăх банкĕ – 2008–2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантармалли патшалăх программине пурнăçа кĕртессипе хастар ĕçлекеннисенчен пĕри. Пĕрремĕш пĕтĕмлетÿсем тума пултаратăр-и;

– Пилĕк çуллăх программăна пурнăçа кĕртесси – Раççей ял хуçалăх банкĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çак çулăн пуçламăшĕнчен тытăнса паянхи кунччен 180 миллиард тенкĕлĕх кредит уйăрнă. Танлаштарма – 2006–2007 çулсенче «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлама банк кивçен укçа 150 миллиард тенкĕлĕх панă.

Эпир ял хуçалăхне анчах мар, пĕчĕк агробизнеса та – килти хушма хуçалăхсене, фермер хуçалăхĕсене – аталантарма пулăшатпăр.

Банк наци проекчĕ чухне те нумай кредит уйăрнă, халĕ те ял çыннисене кивçен укçа парса пулăшать. Килти хуçалăх тытакансем валли пĕтĕмпе 400 пин кредит уйăрнă.

Хăш-пĕрисем яла аталантарма кредит уйăрса панине ырламаççĕ. Усси çук имĕш. Вĕсен шухăшĕпе эпĕ килĕшместĕп. Хальхи вăхăтра уйрăмах ял хуçалăхне кредит ресурсĕсем кирлĕ. Банк пулăшнине пула ял çыннисен шанчăк çуралать.

– Хăш-пĕр банксем хăйсен офисĕсене райцентрсенче хупаççĕ. Эсир вара уйрăмсене пысăк мар ялсенче те уçатăр...

– Хальхи вăхăтра Раççей ял хуçалăх банкĕ филиалсем уçассипе çĕршывра иккĕмĕш вырăн йышăнать. Раççей Федерацийĕн 78 субъектĕнче – 1700 точка. Ку çул вĕçлениччен Автономиллĕ Ямал-Ненец округĕнче тата тепĕр филиал уçмалла.

Территори тĕлĕшĕнчен ял халăхне çывăх пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ялта пурăнакансем пирĕнпе тачă çыхăну тытма тăрăшаççĕ. Акă Раççей ял хуçалăх банкĕн клиенчĕсем 1 миллион та 300 пин ытла.

– Раççей агропромышленноç комплексне малалла аталантарас тесен тата мĕнле ĕçсене пурнăçламалла;

– Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртни ресурспа энергие перекетлеме, ĕç тухăçлăхне ÿстерме, ял хуçалăх продукцийĕн конкуренци юрăхлăхне ÿстерме пулăшать. Раççей ял хуçалăх банкĕ ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене машинăпа трактор паркĕсене çĕнетме пулăшать. Ку чухне туянакан техникăна, оборудование салука хумалла.

Раççей агропромышленноç комплексĕн пуласлăхĕ яллă тăрăхсем мĕнле аталаннинчен килет. Çавăнпа та йăла, социаллă пурнăçпа культура ыйтăвĕсене тивĕçтерме те кредитсем уйăрма палăртатпăр.

– Юрий Владимирович, ялта вăй хуракансен професси уявĕ çывхарать. Ĕçченсене мĕн сунатăр;

– Çĕр çинче тăрăшаканăн ĕçĕ чи пархатарли, чи хисепли. Ял ĕçченĕсем умĕнче пуç таятăп. Уяв умĕн пурне те ырлăх-сывлăх, телейлĕ пурнăç сунатăп. Çемьере яланах килĕшÿ пултăр. Сирĕн ĕмĕт-тĕллеве, ырă пуçарăва пурнăçа кĕртме яланах пулăшăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика