08 октября 2008 г.
Вăрнарти физкультурăпа спорт комплексĕнче «Малышиада – 2008» вăйă-эстафета иртрĕ. Унта поселокри шкул çулĕчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсем хутшăнчĕç.
Кĕçĕн çулхисем чупрĕç, сикрĕç, чăрмавсене çĕнрĕç. Ăмăртусем хушшинче ритмика гимнастикипе спорт ташшисен номерĕсемпе паллашма пултарчĕç.
Ачасен пит-куçĕнчен савăнăç хĕлхемĕ çухалмарĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса тăчĕç.
Жюри малти вырăнсене çапла пайларĕ: 1-мĕш вырăнта – «Ромашка», 2-мĕшĕнче – «Рябинка», 3-мĕшĕнче – «Солнышко» ача сачĕсем. Командăсем Хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçрĕç.