08 октября 2008 г.
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуçланчĕ. Вăл раштавăн 31-мĕшĕччен пырать. Халĕ салтака каякансем çар службинче çулталăк пулĕç.
Çак призыв тапхăрĕнче республикăн 2250 çамрăкĕ çар ретне тăмалла.
Иртнĕ çуркунне 3 çул тултарман ачасен ашшĕсене те çара илме пуçланăччĕ. Ку хутĕнче те çаплах: 35 çамрăк ашшĕ салтак атти тăхăнĕ.
Палăртса хăварни вырăнлă. Çамрăк ашшĕсемсĕр пуçне малашне ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсен упăшкисене те, ватă çынсен ачисене те çара илеççĕ. Ялта ĕçлекен врачсемпе учительсем валли те çăмăллăх çук. Çавăн пекех пушар хуралĕн, ШĔМ, УИН, Патшалăх наркоконтролĕн тата таможня учрежденийĕсенче ĕçлекенсене е вĕренекен çамрăксене те «отсрочка» памаççĕ.