08 октября 2008 г.
Çитес çул Республика кунне халалланă мероприятисем Вăрмар районĕнче иртеççĕ. Чăваш ен Президенчĕ çакна çирĕплетекен Указа авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче алă пуснă.
Республика кунне уявлама чыса тивĕçессипе муниципалитет пĕрлĕхĕсем хушшинче ирттернĕ конкурсра Вăрмар районĕ социаллă пурнăçпа культура, инженери, транспорт инфратытăмне аталантарас, ялсене тирпей-илем кĕртес ĕçе тата вĕсен архи-тектурăпа илемлĕ сăнне, çурт-йĕр тăвассин пахалăхне лайăхлатас енĕпе пысăк кăтартусем тунипе çĕнтернĕ.
ЧР Президенчĕн Администрацийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2009 çулта Республика кунне ирттернĕ май Вăрмар поселокĕнче чукун çул вокзалне, физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли хальхи вăхăтри комплекса, Çÿлти Кинчер – Вăтакас автоçула тата автобус маршрутне, Кавал ялĕнчи тĕслĕх клуба тата социаллă пĕлтерĕшлĕ ытти объектсене уçма палăртнă.