Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен ячĕ мăнаçлă

08 октября 2008 г.

Вĕрентекен ячĕ мăнаçлă

Вырсарникун ăслăлăх, ырăлăх, çĕнĕлĕх вăрлăхне «акакансем» хăйсен профессилле кунне паллă турĕç. Çак ятпа районти культура çуртĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ.

500-ĕн ытла вĕсем, çитĕнекен ăрăва пĕлÿ тĕнчипе çывăхлатакансем, пурнăçăн тĕп йĕркелÿçисем. Паян вĕсем вĕрентĕвĕн çĕнĕ программисене алла илеççĕ, çĕнĕ меслетсене çул параççĕ, наука проекчĕсене пурнăçа кĕртеççĕ.

Калининăри, Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш, Ярмушкари, Аçăмçырминчи, Санарпуçĕнчи вăтам шкулсем. Паллах, районта пултаруллă коллективсем тата чылай, анчах та кусем – чи тĕслĕхлисем. Раççей, республика Президенчĕсен гранчĕсене тивĕçнĕ, педагогсем авторла программăсемпе ĕçлеççĕ, вĕренекенĕсем республикăри конкурс-олимпиадăсенче палăраççĕ.

Çак шкул ячĕсем районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн Николай Ивановăн салам сăмахĕнче пĕрре мар янăрарĕç. «Вĕренекенсен шăпи, пĕтĕм Раççей шăпи сирĕнтен килет», – терĕ вăл пухăннисене тытăма аталантарассинче пуçаруллăрах пулма ыйтса.

– Сирĕн ĕç вĕренекенсен ĕçĕнче аван курăнать. Паян вĕсем район уй-хирĕнче, заводсенче, ытти предприятире вăй хураççĕ, ĕç героизмĕн элеменчĕсене тивĕçлипе кăтартаççĕ. Сирĕнте сÿрĕклĕх пĕр пĕрчĕ те çук, эсир кашни урока кăсăклăрах та çĕнĕллерех ирттерме тăрăшатăр, – терĕ район пуçлăхĕ вĕрентекенсене тав тунă май. – Кирек хăш отрасльте те сирĕн вĕренекенĕрсен кăтартуллă ĕçне курма пулать. Тихонов, Краснов, Раков комбайнерсем, Лидия Иванова, Валерий Тарасов ĕне сăвакансем акă район экономикине çĕклеме пулăшаççĕ. «Янгорчино» хуçалăх, ытти предприяти ертÿçисем – тĕслĕх илмелли çынсем.

Чăваш ен вĕрентÿпе çамрăксен министрĕн заместителĕ Владимир Матвеев вĕрентекене тĕп технологпа танлаштарчĕ. Енчен те вăл хăй тавра пултарулăх, юрату уçлăхне йĕркелеймест пулсан, вăл учитель ята тивĕç маррине палăртрĕ.

Вĕрентÿре пулса иртекен улшăнусем паян – республика аталанăвне хывăнакан тĕп çул-йĕрсем. Çĕнĕлĕхсен тĕп тĕллевĕ ансат – кашни ачана пултарулăха уçма майсем туса парасси, пĕлĕвне тĕнче шайне çĕклесси. Вĕрентекенĕн ĕç фрончĕ анлă, пуçарулăхпа тивĕçе кăна путармалла мар. Çитменнине, çĕнĕлле ĕçлекен паян патшалăх енчен хавхалантарăва та, укçа-тенкĕ пулăшăвне те туять.

«Çимĕçĕ» те, кăтартăвĕ те пур. Ахальтен мар ĕнтĕ уявра Раççей шайĕнчи конкурссенче çĕнтернĕшĕн акă Маргарита Буславская (1-мĕш шкул), Ираида Тимофеева (Ярмушка), Роза Константинова (Шĕнер Ишек), Вера Иванова (Санарпуç), вĕрентÿпе воспитани процесне çĕнĕлĕхсем кĕртнĕшĕн, çитĕнекен ăрăвăн культурипе кăмăл-сипет пахалăхĕсене ÿстернĕшĕн Сергей Ильин (Мăн Явăш), Ольга Евдокимова (Санарпуç) Раççей Вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

Елена Петрован (Туçи Çармăс), Полина Андрееван (Аçăмçырми), Альбина Шишкован (Вăрман Кипек) та пĕлÿ анинчи ĕçĕсем курăмлă. Уявра вĕсене «РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăсемпе чысларĕç.

Чăваш Республикин вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине виççĕн илчĕç: Вера Войнова (Шĕнер Ишек), Альбина Иванова (Вăрман Кипек), Людмила Федорова (Калининăри шкул-интернат). 2-мĕш шкулти Людмила Федотова район администрацийĕн дипломне, Александр Чернов (1-мĕш шкул), Валентина Григорьева (2-мĕш шкул), Надежда Степанова (Калинино), Валентина Феофанова (Хирпуç) Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

Ырă ĕçсен çулталăкĕнче йĕркеленĕ «Шкула – парне» акци те ăнăçлă вĕçленнĕ. Пĕрлешсе ĕçленĕшĕн Малти Ишекри, Калининăри, Кăмашри, Туçи Çармăсри, Аçăмçырминчи, Çĕрпелти, Ярмушкари шкулсем аш-какай комбиначĕн, «Янгорчино», «Юнтапа» хуçалăхсенчен, Вăрнарти 1-мĕш шкулти Любовь Кулагина, Пăртас шкул директорĕ Василий Уткин тата Аçăмçырминчи шкул завучĕ Галина Андреева Чăваш Патшалăх Канашĕн депутатĕнчен В.Свешниковран парнесем илчĕç.

Учитель кунĕ тĕлне педагогсен династисен конкурсне те пĕтĕмлетнĕ. Сцена çине чи маттуррисене йыхравларĕç: Кĕçĕн Кипекри Ивановсем, Санарпуçĕнчи Евдокимовсем, 2-мĕш шкулти Александровсем, Калининăри Петровсем, Лотовсем, Шĕнер Ишекри Алексеевсем, Çĕрпелти Кирилловсем, Вăрманкасри Оськинсем, Ярмушкари Сорокинсем, Хирпуçĕнчи Феофановсем, Туçи Мăратри Зайцевсем ăру хыççăн ăру хăйсен пурнăçне çĕр çинчи чи сăваплă профессие – ачасене вĕрентессине – халалланă.

Уяв иртрĕ. Вĕрентекенсем çĕнĕ хавхаланупа ĕçе кÿлĕнчĕç. Ачасене пахалăхлă тата анлă пĕлÿ парас, çĕршыва юрăхлă çитĕнтерес ĕçĕн кăтăртăвĕсем яланах çÿлте пулччăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика