01 октября 2008 г.
Октябрĕн 3-мĕшĕнче Вăрнарти 29-мĕш училищĕне йĕркеленĕренпе 75 çул çитет. Вăл паян ял хуçалăхне кирлĕ кадрсене – пахча çимĕç ăстисене, утарçăсене, хăмлаçăсене, комплекслă бригадирсене тата ытти специалистсене вĕрентсе кăларать.
Тăван училищĕре 1965–1986 çулсенче директорта ĕçлеме тиврĕ. Вăрçă умĕн тата вăрçă хыççăнхи çулсенче ку вĕренÿ учрежденийĕ сахал комплектлă шутланнă, çулсерен 80–100-шер ача вĕренсе тухнă, вĕренÿ класĕсем çитмен, вĕрентÿ бази чухăн пулнă.
70-мĕш çулсенче çĕршыв экономики тĕрекленсе пынă май правительство хура мар тăпраллă зонăсене аталантарассине пулăшма йышăну кăларчĕ. Республикăри вĕрентÿ хуçалăхĕсен шучĕпе эпир те 420 ача вырнаçмалăх вĕренÿ корпусĕ çĕклеме тытăнтăмăр. Хыççăн общежити, столовăй çурчĕсене, гаражсем хăпартса лартрăмăр. Вĕрентÿ хуçалăхĕнче кĕçех сысна, ĕне фермисем, кормокухня, рабочисемпе механизаторсем валли общежити, теплица, парник «çитĕнсе» ларчĕç.
1976 çулта училище ялти вăтам профтехучилище статусне йышăнчĕ. Пĕр вăхăтра кунта 600 ытла çын вĕренме тытăнчĕ, çулсерен комисси 350–400-шер ачана йышăнатчĕ.
Вĕренекенсем теорие практикăра çирĕплетрĕç. Хĕллехи вăхăтра вĕсем Мускаври, Ленинградри, Чулхулари, Хусанти, Набережные Челнынчи, Севастопольти теплицăсенче ăсталăха туптарĕç, Улатăрпа Патăрьелĕнчи питомниксенче, республикăри, районти колхоз-совхозсенче тимлерĕç.
Хамăр патра районта пуçласа хĕллехи теплица, темиçе парник йĕркелерĕмĕр, Вăрнар тăрăхĕнчи мĕнпур халăх валли помидор калчисем çитĕнтерме тытăнтăмăр.
Çулсем иртнĕçемĕн мĕнпур класс вĕрентÿ пособийĕсемпе, диа- тата кинопроекторсемпе пуянланчĕ. Çĕнĕ пурнăç шайĕнчи библиотека уçрăмăр. Çак ĕçсене пĕтĕмпе преподавательсемпе вĕренекенсен аллипе тунă.
Вĕсен ĕçне тивĕçлипе хаклама май тупрăмăр. Хамăр вăйпа çĕкленĕ 60 хваттерлĕ çуртра стажа пăхмасăр кашни преподавательпе мастера хваттерсемпе тивĕçтертĕмĕр.
Коллектива чăнах та вăйлă кадрсем чăмăртанăччĕ: З.Осипова, Е.Ерлакова, М.Чумакова, П.Пчелкина, Н.Гусева, Д.Туганов, И.Андреев, А.Никишов, О.Пожеданова, В.Ванин, С.Михайлов, А.Никишов, Г.Гудкова – агрономсемпе зоотехниксем, Е.Михайлова, В.Кулаева, Л.Сероженко, З.Селенина, Н.Бизяева, Н.Никифорова, А.Михайлова, Г.Яхваров, В.Алексеев – пĕтĕмĕшле вĕрентÿ дисциплинин преподавателĕсем, П.Тимофеев, В.Сидоров, З.Кузнецова, П.Архипов, Р.Николаев, Г.Бурлакова – производство вĕрентĕвĕн мастерĕсем. Вĕсенчен чылайăшĕ паян та ачасене пĕлÿ парас, ял хуçалăх кадрĕсем хатĕрлес ĕçре тимлеççĕ.
Кăтартуллă ĕçшĕн училище çÿллĕ шайри наградăсене пĕрре кăна тивĕçмен. РСФСР Министрсен Канашĕн куçса çÿрекен Ялавĕ акă виçĕ çул пирĕн алăран кайман. Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотисемпе темиçе хутчен те чысланă.
Çак çулсенче училищĕре вĕренекенсем спортра пысăк результатсем кăтартнă. Тĕрлĕ енпе ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăнатчĕç. Ачасем Г.Никишовпа В.Егоров преподавательпе тренерăн çитĕнĕвĕсемпе хавхаланса тăрăшатчĕç. В.Яковлев ертсе пынипе çамрăк армеецсен команди Раççей шайĕнче палăрма пултарчĕ. Çак ырă туртăм училищĕре паян кун та путланманни савăнтарать. А.Робенгольд тăрăшнипе илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ пысăк утăмсем турĕ.
В.Егоров, В.Яковлев, А.Робенгольд ахальтен мар ĕнтĕ вĕрентĕвĕн тата культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсен ячĕсене тивĕçрĕç.
Вăрнарти 29-мĕш училище паян республикăра чи лайăххисен йышĕнче. Манăн кунта ĕçлекенсене юбилей ячĕпе саламлас килет. Пĕлÿпе професси парас ĕçре вăй-хал нихăçан та ан иксĕлтĕр, аталану çулĕ яланах такăр пултăр.