04 октября 2008 г.
Шупашкарта республикăри куç курманнисем хушшинче шашка-шахмат турнирĕ иртрĕ.
Унта пурĕ 47 çын хутшăнчĕ. Вăрнар районĕнчи куç курманнисен организацийĕнчен шахматла – В.Порфирьев, шашкăлла Е.Никитин (Хурăнсур Çармăс), С.Сотников (Йĕпреç), Г.Мясникова (Çĕрпел) тупăшрĕç.
Эпĕ çакăн пек турнира пĕрремĕш хут хутшăнтăм, питĕ тĕлĕнтĕм куç курман çынсем шашка-шахматла ăста выляма пĕлнинчен. Пĕрремĕш ушкăнра пач курман çынсем те хутшăнчĕç. Эпĕ пысăк çитĕнÿсем тăваймарăм. Вăрнартан Е.Никитин питĕ лайăх вылярĕ. Ăна III степеньлĕ диплом тата медаль, укçан парне парса чысларĕç.
ООО «Мила» ертÿçине Ю.Иванова питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет. Вăл пулăшнипе çак турнира кайса килтĕмĕр.