Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсене хисеплесе

04 октября 2008 г.

Ватăсене хисеплесе

Вăрманкас ял тăрăхĕ Ватăсен кунне çулсеренех тĕплĕн хатĕрленсе ирттерет. Кăçал та тăрăшса хатĕрленчĕç, ватăсене чыслăн саламлас, сума суса хăналас, савăнтарас, ыр тăвас тесе ял тăрăхĕн администрацийĕпе культура ĕçченĕсем сахал мар тăрăшрĕç.

Октябрĕн 1-мĕшĕнче ватă çынсем Вăрманкасри, Мăньял Хапăсри культура çурчĕсене пуçтарăнчĕç.

Уява килнисем малтанах электронлă майпа йĕркеленĕ «Тăван ялăм, савнă ялăм» презентаципе паллашрĕç.

Вĕсен ячĕпе чи малтан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Кошкина ырă, ăшă сăмахсем каларĕ. Ватă çынсене «Хлебороб» тулли мар яваплă общество ертÿçи Н.Юркин та саламларĕ, хăй вăхăтĕнче тÿрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса вăй хунăшăн чĕререн тав турĕ.

Ун хыççăн ветерансен канашĕн председателĕ П.Оськин ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Ветерансен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ.

Паянхи куна виçĕ ялта 336 ветеран пурăнать, вăл шутра Вăрманкаспа Катăшра – 179 çын, вĕсенчен 80 – 90 çула çитнисем – 20-ĕн. М.Степанова 92 çулта, Х.Данилова – 90-ра (иккĕшĕ те Вăрманкасран). Т.Григорьева çак кунсенче 88 çул тултарчĕ, хăйне çирĕп туять, çаран çулать, çĕр улми кăларать килĕнче.

Çавăн пекех ватă çынсене хуçалăхра нумай çул водительте тата кормовозра вăй хунă П.Исаев, М.Кудряшова, А.Данилова саламларĕç.

Ватăсен кунне тулли сĕтелпе уявласси – тулăх пурнăç кăтартăвĕ. Хăналанса, тулли кăмăлпа шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕринпе тĕл пулнишĕн савăнса, чун апачĕ туянса киленчĕç ватăсем.

Çак кунсенче Катăш ялĕнчи Василий Михайловичпа Анна Никитична Нарышкинсем пĕрлешсе алла-аллăн пурăнма тытăннăранпа 50 çул çитрĕ. Çак ятпа хисеплĕ мăшăрсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ чĕререн саламласа пĕчĕк парнесем парса чысларĕ. Вăрманкасри тулли мар вăтам шкулта вĕренекенсемпе ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем ватăсене концертпа савăнтарчĕç.

Çакна та палăртмалла: А.Ефимовпа Н.Терентьева предпринимательсем тата «Хлебороб» тулли мар яваплă общество ертÿçи Н.Юркин уйăрса панă укçа-тенкĕ уяв сĕтелне пуянлатма пулăшрĕ.

Праçнике çакăн пек лайăх йĕркелесе ирттернĕшĕн ватăсем ял администрацине тав турĕç.

Ветерансем уявран савăнăçлă кăмăл-туйăмпа саланчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика