Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ăрупа çыхăну татăлмасть

04 октября 2008 г.

Ватăсене хисеплеме вĕрентес, ăрусем хушшинчи туслăха тăсас тĕллевпе Калининăри вăтам шкулта йĕркеленĕ тĕлпулу ку тăрăхри чи хисеплĕ çынсене пуçтарнă. Зоя Александрова акă 43 çул вырăнти больницăра тимленĕ, 16 çул – тĕп врачра. Сывă пурнăç йĕрки тавра та вăл калаçу ахальтен пуçарман. Пурнăç пурăнса курнă çын паянхи саманана мĕнлерех çынсем кирлине аван пĕлет.

Иван Матвеевпа Геннадий Сорокин «Правда» тата «Броневик» хуçалăхсенче 53-шер çул ĕçленĕ. Валериан Козлов 35 çул – механизаторта. Паян ку шкулта унăн пилĕк мăнукĕ вĕренет. Татьяна Ефимова директор çак йăхăн ырăлăхĕ çинчен çав тери кăмăлласа калаçрĕ. Ачисем аслашшĕ пекех ĕçчен, ăш-пиллĕ.

Лев Федоров 45 çул ачасене пĕлÿ парас ĕçре вăй хунă, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. Клавдия Костина 43 çул физкультура урокĕсене ертсе пынă, Зоя Тихонова 30 çул вырăс чĕлхине вĕрентнĕ.

Вĕсен сăмахĕнче, паллах, çивĕч ăс-тăнпа воспитани ыйтăвĕ мала тухнă. Тамара Вазанова ветврачпа 4-мĕш класс ачисем хушшинчи калаçу уйрăмах кăсăклă иртнĕ. Вĕренекенсем кĕçĕн туссене еплерех сипленипе кăсăкланнă.

6-мĕш «а» класра вĕренекенсем вара тĕлпулăва сывлăхĕ хавшанине пула килеймен Иван Михайлович Михайлов патне килне çитнĕ, вак ĕçсене туса пулăшнă.

Уяв кунĕн тĕп уйрăмлăхне те палăртса хăвармалла: икĕ ăру тĕл пулни çĕр çинчи пур професси те кирлине палăртнă, чи пĕлтерĕшли – çын юратнă ĕçĕнче канлĕх, пурнăç вырăнне тупни.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика