01 октября 2008 г.
Ăнтăлу, çĕнĕлле шухăшлав паян пурнăç норми вырăнĕнче пулса тăчĕ. Çакă, паллах, воспитани ĕçĕн пĕр пайĕ те. Вĕрентĕве модернизацилес концепцире çакна пирвайхи приоритет шайĕнче палăртнă. 29-мĕш професси училищинче çак ĕçе мĕнле лартнă-ха, ку енĕпе тĕллевсене мĕнлерех пурнăçлаççĕ; Çакăн пирки паян директорăн вĕрентÿпе воспитани ĕçĕн тата социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ Оксана Валериановна ЯКОВЛЕВА паллаштарать:
– Училищĕри кашни педагог, кашни мастер воспитани задачисене вĕрентÿ процесĕ урлă пурнăçлать. Ĕç пахалăхнелайăхлатассипе ятарлă система йĕркеленĕ. Вăл чи малтанах ачасен ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипет пуянлăхне, Тăван çĕршыв умĕнчи яваплăхне ÿстерессипе çыхăннă. Юлашки çулсенче çавăн пекех сывă пурнăç йĕркине аталантарассине, çар илĕртÿлĕхне вăйлатассине, тăван çутçанталăка упрассине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ку енĕпе ырă йăласене тăснипе пĕрлех чылай çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме май килчĕ.
Кăтартусем çук мар. Тĕрлĕ мероприятисем – право пĕлĕвĕн уйăхлăхĕсем, призывник кунĕсем, оборонăпа массăллă ĕçсем, спорт ăмăртăвĕсем, календарьти уявсем – пысăк йышпа иртеççĕ. Професси ăсталăхĕн, творчествăпа тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕсене каччăсемпе хĕрсем хаваспа хутшăнаççĕ. Класс сехечĕсене ветерансене, сывлăх ĕçченĕсене, йĕрке хуралçисене чĕнесси йăлана кĕнĕ.
Воспитани ĕçне общежитире те çÿллĕ шайра лартнă. Дискуссисем, КВН вăййисем, викторинăсем çамрăксен ăс-тăнне çивĕчлетме пулăшаççĕ. Предмет тата професси кружокĕсем нихăçан та пушă мар. «Эрудит», «Вырăс сăмахлăхне юратакансем», «Тăван çĕршыв историйĕн страницисем», «ЭВМ вĕрентĕвĕ», «Бухучет», «Чечек ĕрчетесси», «Кулинари», «Çамрăк çĕр ĕçченĕ», спорт секцийĕсем тата ытти те – хăшне кăмăл туртать, çавăнта çÿре. Пирĕн районти, республикăри конкурссенче çĕнсе илнĕ призлă вырăнсем те сахал мар.
Общежити, вĕренекенсен, йĕркене пăсассине асăрхаттарассипе ĕçлекен канашсем те воспитани ĕçĕнче пысăк тÿпе йышăнаççĕ. Çулсеренех чи лайăх ушкăна, вĕренекене, вĕренÿ кабинетне, пÿлĕме палăртассипе смотр-конкурссем йĕркелетпĕр.
Педагогика ăсталăхне ÿстерессипе ирттерекен семинарсене те асăнса хăвармалла. Вĕсем вĕренекенсемпе производство вĕрентĕвĕн мастерĕсен воспитанипе вĕрентÿ ĕçне пĕтĕмлетекен, хаклакан занятисем пулса тăчĕç. Тĕрлĕ темăпа педагогика конференцийĕсене ирттересси йăлана кĕчĕ, вĕрентекенсем хăйсем хатĕрленĕ методика ĕçĕсен презентацине йĕркелеççĕ.
Ачасен пушă вăхăтне усăпа йĕркелес ĕçре районти культура çурчĕпе, спорт шкулĕпе, тĕп библиотекăпа çыхăну тытатпăр. Çакă çула çитменнисене преступлени çулĕ çине тăрассинчен сирет. Ку ыйту уйрăмах çивĕч. Асăрхаттару ĕçĕсем чылай ирттеретпĕр, вĕсене çула çитменнисемпе ĕçлекен комисси представителĕсем, социаллă службăсем хаваспа хутшăнаççĕ. Профилактика канашĕнче училищĕпе ашшĕ-амăшĕсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетесси пирки час-часах калаçатпăр. Класс руководителĕсем йĕркене пăсассинчен асăрхаттарассипе класс сехечĕсем, викторинăсем, ăс-хакăл вăййисем ирттереççĕ.
Пирĕн паян воспитани ĕçне лайăхлатма пурлăх тĕлĕшĕнчен те условисем çителĕклĕ: ачасем компьютер технологийĕпе, интернетпа, цифрăллă фотоаппаратпа, видео-, мультиаппаратурăпа, музыка центрĕпе ирĕклĕн усă кураççĕ. Класс тулашĕнчи мероприятисем пĕтĕмпех фото- тата видеоматериалсенче сăнланса юлнă.