27 сентября 2008 г.
Тунтикун, сентябрĕн 22-мĕшĕнче, Санарпуçĕнче пурăнакансене ирхине 3 сехет тĕлĕнче хăрушă инкек ыйхăран вăратнă. Пĕр уйрăм хуçалăхра пушар алхасма тытăннă, пурăнмалли çурт çунма пуçланă. Çак вăхăтра пÿртре икĕ арçын пулнă. Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вут-кăвар шăпах та тахăшĕ ÿсĕрле сигарет туртнинчен тухма пултарнă. Çулăм пÿртÿмĕнче пуçланса вăй илни паллă.
Йывăç çурта нумай кирлĕ-и, пушар ăна хăвăрт çавăрса илнĕ. Шел пулин те, пÿрте тĕп тунипе пĕрлех «хĕрлĕ автан» кил хуçин пурнăçне те вăхăтсăр татнă – вăл вут-çулăм ытамĕнчен хăтăлайман. Пÿртре пулнă тепĕр арçын вара, телее, çунакан çуртран тухма ĕлкĕрнĕ.
Сăмах май, сентябрьте районта тата икĕ хутчен «хĕрлĕ автан» сас панă. Сентябрĕн 20-мĕшĕнче, акă, Вăрнарта чукун çул линийĕ çывăхĕнче тахçан строительсем йышăннă вагончикра çулăм ялкăшма тытăннă. Сăлтавĕ вара – ачасем шăрпăкпа выляни.
Тепĕр инкек сентябрĕн 18-мĕшĕнче Упнер ялĕнче çырăннă. Кунта уйрăм çынсен хуçалăхĕнче мунчаран кĕл купи кăна тăрса юлнă. Пушар сăлтавĕ уçăмлă мар-ха, ку тĕлĕшпе шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн сотрудникĕсем тимлеççĕ.