Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ÇЕÇПĔЛ» – 20 ÇУЛТА

08 октября 2008 г.

Çавалкасри «Çеçпĕл» ача садне уçнăранпа 20 çул çитрĕ. Юбилее уявлама Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕ пулăшу пачĕ.

Ача садне халĕ Туçи Мăратпа Çавалкас ялĕсенчен 16 ача çÿрет. Вĕсене пушă вăхăта усăллă ирттерме, вĕренме, канма, выляма лайăх майсем туса панă. Кĕçĕннисене вĕрентсе, пăхса тата сывлăх енчен тĕрĕслесе тăраканĕсем – Людмила Евсеевапа Людмила Алексеева воспитательницăсем. Педагогика, музыка, медицина енĕпе пĕлÿ илнĕскерсем пепкесене эстетикăлла тĕрĕс воспитани парса çитĕнтереççĕ. Вĕсемсĕр ача-пăча савăнăçĕ те пулмĕччĕ. Е тата Алевтина Николаева повар пĕçерсе хатĕрленĕ апат-çимĕç тутлă та техĕмлĕрен ачасем ăна амăшĕ вырăннех хураççĕ.

Ача сачĕн заведующийĕ Елизавета Виссарионовна Хрисанова пулас ăрăва çирĕп сывлăхлă çитĕнтерессишĕн, ăна пур енлĕн воспитани парассишĕн, ача садне ялан таса, тирпейлĕ тытассишĕн, унта çирĕп йĕрке тăвассишĕн куллен вăй хурать.

Ача садĕнче вăй хуракансен йышĕ пысăках мар, анчах вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ курăмлă та сумлă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика