27 сентября 2008 г.
Сиссе те юлаймарăмăр – çуллахи ăшă-уяр кунсем хыçа юлчĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсенче уй-хир ĕçĕсем те вĕçленсе пыраççĕ. Халĕ йĕпе-сапаллă кĕр çанталăкĕ çитиччен пикенсех уй-хирте усă курнă ял хуçалăх техникине хĕл каçарма лартма хатĕрлемелле. Машинăпа трактор паркĕсене тирпей-илем кĕртмелли тапхăр та пуçланать.
Электроэнерги, газ, çунтармалли-сĕрмелли япаласем, ял хуçалăх техникин хакĕсем ÿссех пыраççĕ. Çавна май хăш-пĕр хуçалăхсенче ĕç укçине вăхăтра параймаççĕ, тĕрлĕ парăмсем çăмхалансах пыраççĕ. Кун пек чух харпăр хăйĕн укçи-тенкипе е лизинг мелĕпе çĕнĕ ял хуçалăх техникине туянасси çинчен шутламалли те çук. Апла пулсан мĕн пуррине сыхласа упрасси, юсавлă-тирпейлĕ тытса ытларах вăхăт усă курасси çинчен шутламалла. Ял хуçалăх машинисенчен (сеялкăсем, плугсем, культиваторсем, комбайнсем т. ыт. те) чылайăшĕ çулталăкра 150 – 250 сехет çеç ĕçлеççĕ, çавăнпа та ытти вăхăтра вĕсене тĕплĕн упрамалла. Ку тĕлĕшпе уйрăм ГОСТ-7751-85 тĕпе хурса ĕçлемелле, техникăна çутçанталăк условийĕсене, конструкцине кура сарайсенче, лупассенче, гаражсенче е уçă вырăнсенче упрама лартассине йĕркелемелле.
Ял хуçалăх техникине хĕл каçма хатĕрлес умĕн пылчăкран, тусанран, тыр-пул, ÿсен-тăран, çĕр юлашкисенчен тирпейлĕ тасатса çумалла, çунтармалли-сĕрмелли материалсем юхнисене чармалла. Çак ĕçсене пурнăçласан тимĕр детальсене тутăхасран хÿтлĕх çăвĕсемпе, сăрăсемпе сĕрмелле, сăрламалла. Шывпа çунă пулсан пысăк пусăмлă сывлăшпа вĕртерсе типĕтмелле. (Тĕслĕхрен, тырă вырса çапакан комбайнсене «Дон», «Енисей», «Полесье», СК-5 «Нива» тата ытти хăй тĕллĕн çÿрекен ял хуçалăх машинине те).
Палăртса хăвармалла, хăш-пĕр хуçалăхсенче инженерпа техника служби уксахлать, тĕп инженер, механик, машинăпа трактор паркĕн заведующийĕ çук. Вĕсем вырăнне ятарлă пĕлÿ илмен çынсем ĕçлеççĕ.
Техникăна юсавлă, тирпейлĕ тытни ĕç тухăçлăхне ÿстермелли тĕп çăл куç пулса тăрать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче техникăна нумай вăхăтлăха упрама мĕнле хатĕрленине тĕрĕслеме октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 24-мĕшĕччен районта смотр-конкурс ирттереççĕ.