27 сентября 2008 г.
Чăваш наци музейĕн конференц-залĕнче республикăри патшалăх театрĕсен пултарулăх ертÿçисемпе тĕп режиссерĕсем массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе тĕл пулчĕç. Вĕсем 2008–2009 çулсенчи театр сезонĕ валли палăртнă тĕллевĕсемпе тата ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Пресс-конференцие ЧР культура министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Бондарев ертсе пычĕ.
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕ С.Васильев кăçалхи театр сезонне чи малтан хăйсем уçни çинчен пĕлтерчĕ. Артистсем çамрăк куракансене «Малыш и Карлсон» спектакльпе савăнтарнă. Театрăн тĕп режиссерĕ ачасем çинчен тата ачасем валли çыракан драматургсен конкурсне ирттерме йышăнни çинчен каларĕ. Сезонта премьерăсем те пулĕç. Декабрьте, акă, çармăс çыравçин Зинаида Долгован пьеси тăрăх лартнă «Тăм тивнĕ чечексем» спектакль тухĕ. Кăçалхи репертуарта М.Карягинан «Кĕмĕл тумлă çар» пьеси те пур. Ачасемпе çамрăксем валли вырăсла спектакльсем те хатĕрленĕ.
Чăваш патшалăх академи драма театрĕ, пултарулăх ертÿçи В.Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, сезона октябрĕн 16-мĕшĕнче «Ялта» спектакльпе уçать. Ăна чăваш театрне туса хунăранпа 90 çул çитнине халаллаççĕ. Сезон уçăличчен, октябрĕн 3–5-мĕшĕсенче, чăваш артисчĕсем Мускавра, «Таганка актерĕсен пĕрлĕхĕ» театрта, виçĕ спектакль – Ф.Павловăн «Ялта» драмине, А.Островскин «Шухă вырăнта» камитне тата А.Чебановăн «Праски кинеми мăнукне авлантарать» музыка камитне – кăтартаççĕ. Ноябрĕн 15-мĕшĕнче театр Хусана çитсе килет. Кунта вăл 90 çул каялла пĕрремĕш утăмсем тунă. Çĕнĕ сезонра çавăн пекех чăваш авторĕсенчен Н.Угаринăн «Туй пулать-и, туй пулмасть-и;» пьесине лартаççĕ. Репертуар пуян – пурĕ 19 спектакль хатĕрленĕ.
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн пултарулăх ертÿçи тата тĕп режиссерĕ О.Нестерова, тĕп балетмейстерĕ В.Кокорев 49-мĕш сезон репертуарĕпе паллаштарчĕç. Çулталăк вĕçлениччен икĕ фестиваль ирттереççĕ. Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ, сăмахран, сентябрĕн 28-мĕшĕнче П.Чайковскин «Лебединое озеро» ĕçĕпе уçăлать. Декабрĕн 10–14-мĕшĕсенче, акă, Вăрнар тăрăхĕнчи Кольцовкăра çуралса ÿснĕ М.Д.Михайлов ячĕллĕ опера фестивалĕ иртĕ.
Çĕнĕ сезонра «Симфони кĕввин каçĕсем» проект малалла тăсăлĕ. Д.Ойстрах çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа 2009 çулхи февральте сĕрме купăс музыкин концерчĕ иртмелле. Театр артисчĕсем çĕнĕ сезонта чикĕ леш енчи гастрольсене те, сăмахран, Испанипе Китая, кайма хатĕрленеççĕ.
Вырăс патшалăх драма театрĕн тĕп режиссерĕ А.Васканян театрăн 86-мĕш сезонне октябрĕн 10-мĕшĕнче «Спешите делать добро» спектакльпе уçасси çинчен пĕлтерчĕ. Ăна Ырă ĕçсен çулталăкне халалланă. Кунти артистсем «Новогодняя сказка», «Анна Каренина», «Лев зимой», «Отцы и дети», «Чайка» спектакльсене кăтартма палăртаççĕ. «Бременские музыканты» тата «Мнимый больной» спектакльсемпе Йошкар-Ола хулине кайса килесшĕн.
Чăваш патшалăх пукане театрĕ «Юмах калейдоскопĕ» шоу-программа хатĕрленĕ, унпа октябрĕн 17-мĕшĕнче театр хăйĕн 63-мĕш сезонне уçать. Декабрьте артистсем çамрăк куракансене М.Юрьевăн «Атăлçи пăлхарĕсем» хайлавĕ тăрăх лартнă спектакле чĕнеççĕ. Çавăн пекех Е.Лисинан «Хупах хăлхаллă Илюк» спектаклĕ те театрăн пĕчĕк тусĕсене килĕшĕ. Ытти çĕнĕ ĕçсем те чылай пулĕç. Артистсем Мытищи хулинче иртекен фестивале те хутшăнма хатĕрленеççĕ. Çакăн пирки пресс-конференцире театрăн пултарулăх ертÿçи Ю.Филиппов каларĕ.
Чăваш патшалăх сăнав театрĕн пултарулăх ертÿçи В.Проворов та коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе тата тĕллевĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Пресс-конференцие хутшăннисем çĕнĕ сезонта çынсем театрсене ытларах çÿреме тытăнасса шанни çинчен пĕлтерчĕç.